Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадетсен республикăри шкулĕ хăйĕн ятне улăштарать

 Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ черетлĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ятарлă ĕç хутне пăхса тухса йышăнса хăварнă.  

Чăваш Енри кадетсен корпусне аталантарма йышăннă «çулсен карттипе» килĕшӳллĕн, республикăри  центра Шупашкарти кадетсен Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ шкул никĕсĕ çинче йĕркеленесси паллă.  Малашне ăна Атăлçи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ  А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Енĕн кадетсен корпусĕ теме йышăннă.  

Кун пек пысăк статуса  çирĕплетни Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчи çакăн йышши кадетсен шкулĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме  май парĕ.

Кадетсен корпусĕ çар аслă шкулĕсемпе тачă яланах çыхăнса ĕçлет, вĕренӳ тытăмĕнче хушма пĕлӳ илесси çине те пысăк тимлĕх уйăрасси куçкĕретех.  Пĕтĕмĕшле пĕлӳ панисĕр пуçне,  хушма программăсемпе ачасене тарăн ăс пама тĕллев лартнă.  Раççей çар службинче граждан тивĕçне кирлĕ пек шайра пурнăçласа пыма вĕрентсе пыраççĕ.   Раççейри чи пысăк опытлă шкулсен витĕмне те шута илме палăртнă.  Атăлçи федераци шайĕнчи Чăваш Енри кадетсен корпусĕнче 400 ачана вĕрентме вырăн пулĕ. Кăçал объектăн строительство ĕçне пуçласан, ăна 2018-мĕш çулта çурла уйăхĕ тĕлне вĕçлесшĕн.  



24 мая 2017
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter