«Трактор завочĕн» Концернăн стратегиллĕ аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă

 


«Трактор завочĕ» Концерн предприятийĕсен аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки паян Шупашкарта Внешэкономбанк ертӳçисемпе тата «Трактор завочĕ» концерн  ирттернĕ анлă ларăвĕнче те тĕплĕн тишкернĕ. Шăпах та мероприятийĕн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă пулнă.  

Тĕплĕ калаçура федерацин тата регионăн влаç органĕсенче ĕçлекенсем, асăрхав службисен представителĕсем, пысăк предприятисемпе организацисен ертӳçисем,  профиллĕ обществăлла организацисен пуçлăхĕсем, аслă шкулсенчен ятарлă  çынсем пулнă. 

Канашлу ĕçне хутшăннисем, трактор заводне ура çине тăратма пулăшакан ыйтусене пăхса тухнă, финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев панă самантсене тишкернĕ, 2016 çулта раштав уйăхĕнче Тулашри экономика банкĕн сăнав канашĕ çирĕплетнĕ пулăшусем пирки чарăнса тăнă.  Программа пурнăçа епле кĕрсе пынине тишкернĕ, производствăн тавар калăпăшĕ епле ӳссе пынине пăхса тухнă.

Аса илтеретпĕр, «Трактор завочĕ» концерна çак предприятисем кĕреççĕ:  «Чебоксарский агрегатный завод» АУО, «Чебоксарский завод промышленных тракторов»  АУО ( «Промтрактор» АУО), «МИКОНТ» ТМЯО, «Чебоксарский сталеплавильный завод» ТМЯО, «Чебоксарский завод промышленного литья» ТМЯО («Промтрактор-Промлит» ТМЯО).

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тракторсем тăвакан заводăн чăн-чăн йывăрлăхĕ кая юлчĕ тесе  уçăмлăнах палăртнă.  Иртнĕ вăхăтри заводăн мухтавне паянхи куна тавăрассишĕн ырми-канми çеç тăрăшмалла.  Предприятисене сыватма май паракан тĕрлĕ майсене усă курмаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăсса. 

Республика Правительствишĕн заводăн шăпи яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, предприяти йывăрлăхĕсем халăхшăн та социаллă ыйту пулнине пĕр хуччен çеç мар асăннă.  Республикăра пысăк предприятисенче ĕçлекенсенчен кашни саккăрмĕш çынни çак çӳлерех палăртнă заводра ĕçлет.  

«Чăваш Республикинче ĕçлекен пысăк предприяти  «Трактор завочĕ» концерн предприятийĕн йывăрлăхĕ Правительство шайĕнче тĕп ыйтусенчен пĕри шутланнă.  Ун çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Халăхпа куçа-куçăн калаçнă, вĕсене тĕрĕссине пĕлтернĕ, йывăрлăхсем пирки те вăхăтра ăнлантарса панă. Суя хыпарсем сарман.  Ĕçлекен халăхăн ыйтăвĕсене яланах хӳтĕленĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Трактор завочĕн йывăрлăхĕ пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путина та пĕлтернĕ.  Çакăн пекех çак ыйтăва РФ Правительствин Председателĕпе – Тулашри экономика банкĕн сăнав фончĕн председателĕпе Дмитрий Медведевпа та тĕплĕн сӳтсе явнă пулнă.

Предприяти ертӳçисем патне ыйтса çырнă çырусене,  çĕршыв Правительстви патне илсе çитернĕ мĕнпур çăхавсене те пĕтĕмпех шута илнĕ. Владимир Путин ыйтусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, ятарлă хушусем те панă. Финанс ыйтăвĕсене, нормативлă право ĕç хучĕсене çĕнĕрен  тĕплĕн пăхса тухса кирлĕ пек мерăсем йышăнма хушнă пулнă.   Пĕр сăмахпа калас пулсан, предприятине ура çине тăма пĕтĕмпех ĕçсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.   Йывăрлăхсене татса панин ыйтăвĕсене те çĕршыв Ертӳçи тĕрĕслеве илнĕ.   

«Çаксемшĕн пĕтĕмпех РФ Президентне, РФ Правительствин Председательне чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕсем калатăп.  Тĕрлĕ мерăсене йышăнма витĕм кӳнĕшĕн ырлатăп.   Хальхи вăхăтра та Раççей Минпромторгĕ тата Тулашри экономика банкĕ хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе йышăнусем тунă.  Производствăна вăй илтерессишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ.  Çак ĕçсемшĕн, паллах, ертӳçĕсене те пысăк тав сăмахĕсем калатăп.  Финанс тĕлĕшĕнчен сахал мар пулăшу пани куçкĕретех.  Заводăн партнерĕсем те витĕм кӳреççĕ.  Вĕсем производство аталанассине шанаççĕ,  заказсем те тăваççĕ. Ку вара чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Производствăра ĕçлеме республикăра чаплă специалистсем çителĕклĕ. Пĕлӳсене ӳстерме те ятарлă центрсем пур.  Инфратытăм чаплă.  Пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме мĕнпур условисем çителĕклĕ Чăваш Республикинче.  

«Паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри – машина тăвакан производствăна аталантарса çĕклесе ярасси.  Регионăн экономика секторне вăй илтересси, экспорта ӳстересси», - тесе чĕнсе каланă паянхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Финанс енчен çăмăллăх кӳрес тесе ВЭБ предприятисене 3,854 млрд тенкĕлĕх пулăшу куçарса панă. Вĕсенчен 675 миллионне çынсене шалу укçисене парса татма уйăрнă.  Кунсăр пуçне тепĕр пысăк ĕç те тунă банк, 1,9 млрд кредит линине уçнă.  Çак мĕнпур мероприятисене йĕркелесе ирттернĕ хыççăн, промышленноç производствин лару-тăрăвĕ шайлашăннă. 2017 çулта пиллĕк уйăх хушшинче калăпласа кăларнă таварсен тупăшĕ те пулнă.  Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăтарту самай пысăк - 39 процента хăпарнă. Çул-йĕр строительствинче усă курăнакан тĕрлĕ техника  сутса услам илнĕ.  

ВЭБ Председателĕн çумĕ Петр Золотарев  хăйĕн сăмахĕнче заводăн шăпи банк ертӳлĕхĕн кун йĕркинче çивĕч тĕрĕслевре тăнине пĕлтернĕ.

«Машина-трактор калăплассипе ĕçлекен çĕршыври чи пысăк  холдинг Тулашри экономика банкĕшĕн çав тери кăткăс ыйту шутланать.  Чи пысăк ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Пирĕн нимĕнле иккĕленӳ те çук заводăн пуласлăхĕ пирки.  Финанс тĕревĕ пани каялла тухăç илсе килессине те ĕненетпĕр.  Федераци тата регион шайĕнчи влаç органĕсен витĕмлĕхĕ  предприятисене аталанса кайма пулăшассине ĕненетпĕр.   Çул-йĕр строительствинче усă курăнакан техникăсем малашне те предприятисемпе организацисене çитессе шанатпăр.  Кăçалхи çул иккĕмĕш çул çуллăхра концернăн çитĕнĕвĕсем тата та пулассине пĕлсех тăратпăр», - тенĕ ВЭБ Председателĕн çумĕ.

Петр Золотарев Шупашкарти тракторсем тăвакан заводра калăпланса тухакан таварсен пахалăхĕ çав тер пысăк шайра пулнине каланă, пысăк технологи вăй илни куçкĕретех тенĕ.

Шăпах та çакăн пек ĕçлемеллине, пысăк технологисене тĕпе хумаллине асăннă.   Пур çитĕнӳсене тытса пымалла, халăхăн шанăçне тӳрре кăлармалла тата та пысăк çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырассипе тăрăшмалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   

Концернăн генеральнăй директорĕ Альберт Баков  ВЭБ пулăшăвĕ предприятийĕнчи тĕп базăна упраса хăварма май панине асăннă.  Паха специалистсем пурте хăйсен вырăнĕсенчех ĕçленине пĕлтернĕ.  «Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан  промышленноç рынокĕ таварсен тĕсĕсене анлăлатма хистет.  Çавăнпа та малашне  тухăçлă ĕçлес тесессĕн, инвестици хывассипе çине тăмалла», - тенĕ вăл.  

Альберт Баков Чăваш Республикин ертӳлĕхне  çакăн пек ырă ĕçсем туса пулăшнăшăн тав тунă. «Сирĕн наци патриотизмĕ пур.  Машинăсем калăплас потенциал та çав тери пысăк Чăваш Енĕн. Апла пулсан, техникăсен вăй илмеллех, çĕршыва паха таварсемпе тивĕçтермелле», - тенĕ вăл.   

Аса илтеретпĕр, 2016 çулта йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ заводра ĕçлекенсене професси пĕлĕвĕсене ӳстерме, ытти пулăшусем пама (ĕçпе тивĕçтерме) пурĕ 114,8 млн тенкĕ  республикăри хушма программăпа килĕшӳллĕн тăкакланă. Йышăннă мероприятисенче пурĕ Чăваш Енри предприятисенче ĕçленĕ  5289 çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.   Концерн предприятийĕсенче тата та хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесшĕн, 1,2 пин çынна ĕçпе тивĕçтерме тĕллев лартнă.

Канашлу вăхăтĕнче ертӳçĕсем Внешэкономбанк финанс пулăшăвне кура, производствăна туллин ĕçлеттерсе яма май пулнине пĕлтернĕ. Ака уйăхĕнчен пуçласа, мĕнпур уйрăмсем кирлĕ пек шайра таварсене калăплама пуçланине асăннă.  Техникăсене тирпейлесе калăплас ĕç хĕрӳ пырать.   Апла пулсан, «Промтрактор» АУО вăй илсе кайнă, ĕçлеме тытăннă.  Кулленех производствăн калăпăшне те ӳстерессипе çине тăрсах тăрăшать.   Пуласлăхра предприяти пысăк заказсем илесси те паллă, кĕçех вĕсем нефтегаз, тусенче ĕçлемелли, çул-йĕр строительствисенче анлăн усă курăнакан техникăсене те калăплама пуçлĕç. 

Фоторепортаж

 



24 мая 2017
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter