«Манăн ĕçе çав тери пысăка хурса хакланăшăн пĕтĕм чун-чĕререн Владимир Владимирович Путина пысăк тав сăмахĕсем калатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Раççей Федерацийĕн Президентне Чăваш Республикин Правительствин тата хăй ячĕпе пысăк тав сăмахĕсем каланинчен пуçланă. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн, хăйне Хисеп Орденĕпе наградăланине пĕлтернĕ. 

Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççейри чи паллă та ăста патшалăх служащийĕсене, ӳнер ăстисене, ăсчахсене, спортсменсене, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене Хисеп Орденĕпе тивĕçтермелли указа алă пусса çирĕплетнĕ.   

 Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн, общество ĕç-хĕлĕнче активлă пулнăшăн Хисеп Орденĕпе чысланă.

«Манăн ĕçе çав тери пысăка хурса хакланăшăн пĕтĕм чун-чĕререн Владимир Владимирович Путина пысăк  тав сăмахĕсем калатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«Чăваш Республикинче пурăнакансене пурне те тав.  Регионти халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн, экономикăна аталантарассишĕн, тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçре яваплăха туйса пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн мухтатăп.  Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекенсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене уйрăмах пысăк тав. Мана Хисеп Орденĕпе наградăланинче сирĕн тӳпе те пур.  Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçленин пысăк чысĕ шутланать çак хисеп», -  тенĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев малашне те Пирĕн РФ Президенчĕн, Чăваш халăхĕн шанăçне тӳрре кăларассишĕн, республика ырлăхĕшĕн тăрăшса, яваплăха туйса таса чунпа ĕçлемеллине чĕнсе каланă.



24 мая 2017
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter