Мускавра «Деловая Россия» йĕркеленĕ бизнес-пĕрлешӳсен анлă ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


«Деловая Россия» Президенчĕ Алексей Репик  йыхравне йышăнса,  çу уйăхĕн  25-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бизнес-пĕрлешӳсен анлă ларăвне хутшăннă.  Цифрăллă тата çĕнĕ экономика тапхăрĕнчи Раççейĕн инвестици климачĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, пысăк мероприятине çакăн пекех  Раççей предпринимателĕсен кунне халалласа йĕркеленĕ.  

 Пухăва хутшăннисем регионсенче инвестици климатне ӳстерессипе çыхăннă актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Экономикăна ӳстерессипе çĕнĕ çул-йĕрсене тишкернĕ. Пухăва РФ ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ регионсен ертӳçисем, аталану енĕпе ĕçлекен институтсен представителĕсем кăмăлланă.

Пирĕн регионтан ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.  

 Палăртса хăваратпăр, «Деловая Россия» пĕтĕм Раççейри обществăлла организаципе Чăваш Республики хушшинче тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем тĕвĕленнĕ.

«Деловая Россия» Президенчĕ, «Р-Фарм» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ, РФ Обществăлла палата пайташĕ, вăлах унта инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн Председателĕ Алексей Репик хăйĕн сăмахĕнче пурнăç пахалăхне ӳстермелли  текен ăнлава час-часах усă курать.  Сăмаха май,  инвестици климатне лайăхлатас ыйту та кун йĕркинчех  пулнине асăнать.    «Цифрăллă экономикăн ăнăçлăхĕ пĕр енчен пысăк технологирен, тепĕр енчен калас пулсан –  ĕçлеме пĕлекен, пысăк профессионалсен витĕмлĕхĕнчен те самаях килет.  Инвестици климачĕн пахалăхĕ – субъектсенчи пурнăç шайне кăтартса парать.  Калăпăр, Чăваш Республики ку енĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.  Регионта ĕç климачĕ ырă енне улшăнса пырать,  çав вăхăтрах сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмĕнчи ĕç пахалăхĕ те ӳссе пырать. Шăпах та, çаксем ĕнтĕ халăха пурăнма хавхалантараççĕ.   Чăваш Ен Правительстви комплекслă ĕçлеме пĕлнине çирĕплетсе парать.  Республикăна инвестици явăçтарас ĕç хĕрӳ пырать», - тенĕ.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче яланах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртать. Чăваш Енре ĕç климачĕ çӳллĕ шайра пулнине калать.  Асăннă ыйтупа  кăтарту  Раççей шайĕнче ӳсĕмлĕ пулнăшăн, Михаил Игнатьевăн тӳпи çав тери пысăк тесе хаклать.    

Чăваш Наци телерадио журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май,  Алексей Репик çапла каланă: «Чăваш Республикинче ĕçлекен бизнес-пĕрлешӳсен ĕçлес текен шухăн питĕ лайăх курăнать.  Регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем те бизнеспа тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех. Куншăн эпир те савăнатпăр.  Кирек епле йывăрлăх е чăрмав сиксе тухсан, вĕсем туххăмрах хуравне те параççĕ.  Паллă, ячĕшĕн кăна ĕçлемеççĕ.  Регионти фондран хушса тӳлени те хăйех инвестици климатне хăпартса пыма пулăшнине çирĕплетсе парать», - тенĕ.

Раççейри предпринимательсене хӳтĕлекен  РФ Президенчĕ çумĕнчи Уполномоченнăй Борис Титов  хăйĕн сăмахĕнче республикăна ырланă: «Бизнеса аталанса пыма питĕ меллĕ, ытти субъектсемпе Чăваш Енне танлаштарсан чи лайăххи тесен те йăнăш мар.  Каламасăрах паллă, ăçта регион Ертӳçи бизнеса ăнланса витĕм кӳрет, унта инвестици те курăмлă.   Малашлăхра стратегине  палăртса тĕрĕс çул-йĕрпе пымалла. Эпир Чăваш Ен ертӳлĕхĕпе тахçантанпах тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.  Малашне те ĕçлеме хатĕр.  Пуласлăх пирки пĕрле тĕллевсене пăхса тухăпăр.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ экономика аталантăр тесе сахал мар тăрăшать, ĕçлеме те кăмăлĕ питĕ пысăк.  Бизнес пĕрле килĕшсе ĕçлекен тытăм пулнине те лайăх ăнланать», - тенĕ.

Стратеги пуçарăвĕсен Агенствин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева çапла палăртнă: «Чăваш Республикин командин ĕçне пысăка хурса хаклатăп.  Ĕçтешсемпе яланах тачă çыхăнура.  Вĕсем патшалăх тивĕçтерекен тĕрлĕ пулăшусем пирки час-часах каласа кăтартаççĕ.  Çамрăк специалистсем хатĕрлесе кăларас ĕç çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Çĕнĕлле пысăк проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе те сахал мар вăй хураççĕ. Чи пахи предпринимательсем кăмăллă», - тенĕ.

Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен федераци корпорацийĕн Акционерсен обществин правленийĕн генеральнăй директорĕ, директорсен Канашĕн пайташĕ Александр Браверман Корпорациĕн хăш-пĕр пысăк проекчĕсем пирки чарăнса тăнă. «Чăваш Енри ĕçтешсем электротехника промышленноçне аталантарассипе çине тăрса ĕçлеççĕ.  Пысăк технологине тĕпе хурса тăрăшаççĕ.  Проектсенчен ытларах пайĕ, шăпах та çак тытăмпа çыхăннă.  Чăваш Енрен килекен проектсем пахалăх енчен пысăк шайра.  Кунта, регион Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тӳпи те пысăк.  Проектсем лайăх пулччĕр тесе, хăй ĕçе тĕплĕн пăхса тухса тишкерет», - тенĕ.

Фоторепортаж

 



25 мая 2017
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter