Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă.  Яланхиллех торжествăлла пулăмра чи лайăх предприниматель конкурс çĕнтерӳçисене Хисеп хучĕсене парса чысланă.  Палăртнă мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. 

Уяв мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енри суту-илӳ промышленноç палатин пĕрлешĕвĕн президенчĕ Игорь Кустарин, банк тытăмĕнче ĕçлекенсем, регионти предпринимательсем пуçтарăннă.  

Чи малтан Михаил Игнатьев театрта вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕсен куравĕпе паллашнă,  Раççей усламçисемпе паллаштаракан историлле документсемпе  кăсăкланнă, Чăваш наци музейĕн экспозицийĕсене курса хакланă.

Паянхи уяв ячĕпе пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăшшăн саламланă. Бизнеса аталантарса пынисĕр пуçне, предпринимательсем тĕрлĕ ыйтусене татса панине каланă, республикăн экономикине аталантарас ĕçе витĕм кӳнине, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленине  асăннă. «Бизнес пуçарăвĕсене пурнăçлама пулăшасси, ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси – Чăваш Ен патшалӑх политикин приоритечӗсен шутланать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Çĕршыври чи лайăх регионсенчен пĕри Чăваш Ен шутланнине, кунта бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ тесе каланă. Пысăк çитĕнӳсене чакарса лартма юраманнине, малашне те кăтартуллă ĕçлеме чĕнсе каланă, республикăна ытларах та ытларах инвестици явăçтарассишĕн çине тăмаллине палăртнă.  

Аса илтеретпĕр, республикăра предпринимательлĕх пайне аталантарма мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ. Патшалăх финанс тĕлĕшĕнчен пулăшусене вăхăтра тивĕçтерет, инфратытăм çирĕп, консультаци парса та витĕм кӳрет.

2016 çулта республикăри предпринимательсем патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе 2,6 млрд тивĕçнĕ.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕçлес текенсен йышĕ ӳссе пырать.  Производство калăпăшĕ хăпарать, налуксем вăхăтра туллин пуçтарăнаççĕ. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăç таппинче ял хуçалăх пайне инвестици хывни çав тери вырăнлă пулнине палăртнă. «Шăпах та, çак пайра çитĕнӳ пысăк пулни куçкĕретех», - тенĕ вăл.

Палăртса хăваратпăр, ял хуçалăхĕпе çыхăннă проектсене республикăра пурнăçа кĕртсе пыма питĕ меллĕ, условисем те сахал мар.  Кăçалхи çул патшалăх тивĕçтерекен пулăшу пайĕ пĕлтĕрхинчен пĕрре те чакман, ытларах та.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче Раççей предпринимательлĕх кунне çĕршывра кăçалхипе вуннăмĕш хут ирттернине пĕлтернĕ. 

«Предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕçлекенсем тĕрлĕ социаллă ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.  Паян та çĕр çул каяллăрахри пекех вĕсем ĕçсĕррисен шутне чакарма пулăшаççĕ, хуçалăхсене аталантараççĕ, бюджета тултараççĕ, патшалăха тăнăçлă аталантарса пыма витĕм кӳреççĕ», - тенĕ вăл.

«Ăнăçлă ĕçлесе бизнеса аталантарма пурте пултараймаççĕ. Юлашки çулсенче экономикăра çăмăлах пулмарĕ.  Йывăрлăх пурне те пырса тиврĕ тесен те йăнăш мар.  Маттурисем пур-пĕрех ĕçлеççĕ.  Тавах сире, тесе калама шăпах та эпир паян пуçтарăнтăмăр. Эсир нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăрамарăр, малаллах ăнтăлтăр, чăрмавсем сире сиен кӳмерĕç. Эсир пĕр вырăнта тăмастăр, ӳссех пыратăр.  Çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсемпе палăратăр.  Чи лайăххи социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн çине тăрсах тăрăшатăр. Влаçпа та куçа-куçăн яланах курнăçатăр. Пĕр сăмаха каласан, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçлетĕр», - тенĕ вăл.

Паянхи уявра ытти саламсем те янăранă.

Яланхиллех ĕçре хастарлăхпа палăрнисене тата пысăк çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж

 



26 мая 2017
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter