Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бизнес-пĕрлешӳсен анлă ларăвне хутшăннă

 «Деловая Россия» Президенчĕ Алексей Репик  йыхравне тĕпе хурса,  çу уйăхĕн  25-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бизнес-пĕрлешӳсен анлă ларăвне хутшăннă.  Цифрăллă тата çĕнĕ экономика тапхăрĕнчи Раççейĕн инвестици климачĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма палăртнă, пысăк мероприятине çакăн пекех  Раççей предпринимателĕсен кунне халалласа йĕркеленĕ.  Палăртса хунă тăрăх, пухăва РФ ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ регионсен ертӳçисем, аталану енĕпе ĕçлекен институтсен представителĕсем кăмăлланă.

Çак кун кунĕпех «Деловая Россия» пĕрлехи коммуникацисен площадкине йĕркелеме палăртнă.

 Палăртса хăваратпăр, «Деловая Россия» пĕтĕм Раççейри обществăлла организаципе Чăваш Республики хушшинче тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем тĕвĕленнĕ.

«Деловая Россия» Президенчĕ, «Р-Фарм» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ, РФ Обществăлла палата пайташĕ, вăлах унта инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн Председателĕ Алексей Репик хăйĕн сăмахĕнче яланах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртать. Чăваш Енре ĕç климачĕ çӳллĕ шайра пулнине калать.  Асăннă ыйтупа  кăтарту  Раççей шайĕнче ӳсĕмлĕ пулнăшăн, Михаил Игнатьевăн тӳпи çав тери пысăк тесе хаклать.       

«Регионти ĕç климатне лайăхлатассишĕн пурин те çине тăрса ĕçлемелле. Субъектри командăн тăрăшуллă пулмалла.  Енчен те регион Пуçлăхĕн ушкăнĕ çирĕп тухăçлă ĕçлесен, унта çитĕнӳсем те çук мар.  Ĕçлеме пултаракан командăра кăтартусем пысăк, енчен те вĕсем бизнеса аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăраççĕ, тĕп приоритет тесе йышăнаççĕ пулсан – куçкĕретех çитĕнӳсем пур.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ку енĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Вăл ертсе пыракан команда тухăçлă ĕçлеме пĕлнине пĕр хутчен çеç мар çирĕплетсе панă. Вĕсем регион аталанăвĕ предпринимательсен вăйĕнчен те сахал мар килет текен ăнлава тĕпе хурса ĕçлени ытти субъектсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕне пулса тăчĕ. Михаил Васильевич ăста ертӳçĕ», - тесе яланах палăртать вăл, çакнах обществăлла организацийĕн юбилейлă съездĕнче те каланă.  

Алексей Репик хăйĕн сăмахĕнче пурнăç пахалăхне ӳстермелли  текен ăнлава час-часах усă курать.  Сăмаха май,  инвестици климатне лайăхлатас ыйту та кун йĕркинчех  пулнине асăнать.    «Цифрăллă экономикăн ăнăçлăхĕ пĕр енчен пысăк технологирен, тепĕр енчен калас пулсан –  ĕçлеме пĕлекен, пысăк профессионалсен витĕмлĕхĕнчен те самаях килет.  Инвестици климачĕн пахалăхĕ – субъектсенчи пурнăç шайне кăтартса парать.  Калăпăр, Чăваш Республики ку енĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.  Регионта ĕç климачĕ ырă енне улшăнса пырать,  çав вăхăтрах сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмĕнчи ĕç пахалăхĕ те ӳссе пырать. Шăпах та, çаксем ĕнтĕ халăха пурăнма хавхалантараççĕ.   Чăваш Ен Правительстви комплекслă ĕçлеме пĕлнине çирĕплетсе парать.  Республикăна инвестици явăçтарас ĕç хĕрӳ пырать», - тенĕ «Деловая Россия»  организацийĕн Президенчĕ.



26 мая 2017
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter