Паянтан 9-мĕш класра вĕренекенсем пĕтĕмлетӳ патшалăх экзаменĕсене тытма пуçланă

 


Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасем акăлчан чĕлхипе экзамен тытнă çĕре çитсе килнĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсене хулари 56-мĕш №-лĕ шкулта йĕркеленĕ.  Кунта шкул ачисем Шупашкарти ытти шкулсенчен те пуçтарăннă. Вĕсем: хулари 4-мĕш №-лĕ гимназирен, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 17-мĕш, 19-мĕш, 60-мĕш №-лĕ шкулсенчен.

Регион Ертӳçипе пĕрле ĕçлĕ çулçӳревре Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Алексей Ладыков пулнă.

Кăçал вĕренӳ учрежденийĕсенче экзамен тапхăрĕнче ачасене пурне те   металлодетектор витĕр тĕрĕслесе кăлараççĕ.  Кун пек ĕçе хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн йышăннă тесен те йăнăш мар.  Яланхиллех экзамен тыттаракан классенче видесăнав вырнаçтарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тимĕр-тăмăр шыраса тупакан ятарлă хатĕр ĕçĕпе кăсăкланнă. Экзамен тыттаракан аудиторисене пăхса çаврăннă, медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелли ятарлă пӳлĕмсене тĕрĕсленĕ, сăнав хатĕрĕсемпе паллашнă.   Çула май, республика Пуçлăхĕ шкул ачисемпе курнăçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă, пăшăрханма юраманнине, яланах хастар пулма каланă, ăнăçусем суннă.

Шкул директорĕ Светлана Короткова хăйĕн сăмахĕнче, кăçалтан пуçласа ачасем акăлчан чĕлхипе экзамен тытнă чухне, вĕсен хуравĕсене аудио мелĕпе çырса та илнине пĕлтернĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ обществăлла организацисенчен ятарлă представительсем пулнине палăртнă, аслă шкулсенчен те студентсем хастар хутшăннине пĕлтернĕ.  Обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн республикăри шалти ĕçсен министерствин полицийĕсем яланах хатĕр тăнине асăннă.

Палăртса хăваратпăр, кăçал Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Çĕрпӳре, Муркашра, Канашра, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенчен пĕтĕмпе  акăлчан чĕлхипе экзамена 600 ытла шкул ачи тытать.

350 ытла шкул ачи чăваш чĕлхипе экзамен тытать.  Вĕсем ытларах Çĕмĕрлерен, Çĕрпӳрен, Муркашран, Канашран, Вăрнартан тата Патăрьел районĕсенчен.  9-мĕш класра вĕренекенсем экзаменсене çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕччен тытĕç. Пурĕ кăçал республикăра  аттестацине 11 пин ытла ача хутшăнать.  

Шкул ачисен тăватă экзамен ятарлă тытмалла.  Енчен те вĕренекенсем икĕ предметпа е ытларах та пулсан экзамена ăнăçлă тытаймасан, вĕсен кĕркуннехи тапхăрпа авăн уйăхĕнче хăйсен пĕлӳ шайне тепĕр хут тĕрĕслеме тивĕ.

Палăртса хăваратпăр, 11 класс ачисем çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен экзаменсем тытĕç.  

Çак кун Михаил Игнатьев шкул çывăхĕнчи территорине пăхса тухнă. Çитменлĕхсене тупнă, тавралăха тирпей-илем кӳртессипе лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каланă, йывăçсем, чечексем лартса хăварма сĕннĕ шкулта вăй хуракансене.  

Пĕр çурт таврашĕнче çав тери нумай ача-пăча вылянă.  Хулари 56-мĕш шкулта ĕçлекен Елена Андреева 2 класра вĕренекен ачасене пуçтарнă имĕш. Шкулта экзамен тытнă вăхăтра шăпăрлансене культура енĕпе ятарлă мероприяти йĕркелесе панă.  Михаил Игнатьев ачасен кăмăлне пăхса савăннă, вĕрентекене юратнине сиснĕ. Шăпах та ĕнтĕ, çакă чи пахи тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттересси ыйтăва çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ планеркăра  тата Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн, Вĕренӳпе çамрăксен политикин, Спорт министерствисен анлă коллегийĕнче те тĕплĕн пăхса тухнă.   

Фоторепортаж



26 мая 2017
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter