Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ предпринимателӗсем!

Сире Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Предпринимательсем – обществӑн пуҫаруллӑ, хастар па­йӗ. Эсир питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышлӑ тӗллев пурнӑҫла-тӑр: наци экономикин ҫирӗплӗхне ӳстерме, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшатӑр, конкуренцие хавхалантаратӑр.

Бизнес пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама пулӑшасси, ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси – Чӑваш Ен патшалӑх политикин приоритечӗ­сен шутӗнче.

Республикӑри предпринимательсене патшалӑх ҫулсерен самаях пысӑк пулӑшу кӳрет. Ҫавна пула пӗчӗк тата вӑтам бизнезсра вӑй хуракан ҫынсен йышӗ пысӑкланать, вӗсем туса кӑ­ларнӑ таварсен тата халӑха кӳнӗ пулӑшу ӗҫӗсен, налукран кӗре­кен укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ӳсет.

Сире чун-чӗререн ӑнӑҫлӑ аталану, ҫирӗп сывлӑх тата ма­лашлӑх планӗсемпе ҫутӑ шухӑшсене чыслӑн пурнӑҫлама ик­сӗл­ми вӑй-хал сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Михаил Игнатьев 

 



26 мая 2017
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter