«Коммуналлă технологисем» ТМЯО парăмĕсем пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ ĕçлĕ канашлура тĕплĕн пăхса тухнă

«Коммуналлă технологисем»  ТМЯО парăмĕсем пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ ĕçлĕ канашлура тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче тĕрĕслев Управленийĕн ертӳçи пулса ĕçлекен Алексей Метелкин  «Коммуналлă технологисем» ТМЯО парăмĕсем пирки каласа кăтартнă, дебитор тата кредитор парăмĕсем çинчен чарăнса тăнă. 2016-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, предприяти тăкак сахал мар  пуçтарнă, вăл 257 млн çитнĕ.  Кредит парăмĕ дебитор парăмĕнчен 1,7 хут ытларах ӳссе кайнă.  Çакă шăпах та предприятийĕн финанс енĕпе пысăк йывăрлăх пулнине çирĕплетет.  Çу уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне парăм тата та хытă ӳсни курăнать. Топливо-энергетика ресурсĕсемпе усă курнăшăн та чылай парăма кĕнĕ, вăл 1 млрд 220,2 млн танлашать.  (Вăл шутран вăхăтра тӳлесе пыман парăм  - 1 млрд 51 млн çитнĕ). Шупашкарти «Управление ЖКХ и благоустройства» МБУ муниципалитет пурлăхĕшĕн – 226,4 млн пуçтарса янă, Шупашкар хыснине муниципалитет пурлăхĕпе аренда шучĕпе усă курнăшăн – 84 млн тӳлемен, çĕрсемпе усă курнăшăн – 2,2 млн пухса янине пĕлтернĕ Алексей Метелкин.

Кунсăр пуçне предприяти ытти организацисене каялла тавăрса памалли парăм панă. 2017 çулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл кăтарту – 132,8 млн танлашнă. Кунта та йĕрке пăсни куçкĕретех. Чăваш Республикинчи Арбитраж сучĕ парăмсене парса татмалли пирки йышăну та кăларнă.     Пур-пĕрех ыйту вырăнтан та хускалман.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула администрацийĕн влаçне, Чăваш Республикин Юстици министерствине палăртнă ыйтупа çивĕчрех ĕçлеме хушнă.  Прокуратура, Шалти ĕçсен министерствине ĕçе явăçтарма чĕнсе каланă.   «Пĕрле ĕçлесе пирĕн ыйтăва татса памалла, йĕрке пăсакансене явап тыттармалла», - тенĕ вăл, енчен те парăмсене памасан, хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче чăрмавсем сиксе тухма пултарассине асăрхаттарнă регион Ертӳçи.    



29 мая 2017
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter