Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура вĕçленнĕ

 


Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм халăх хушшинчи кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура вĕçленнĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитнĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, йĕркелӳçĕсене, кинофестивале хутшăннисене пысăк тав сăмахĕсем каланă.  Шупашкарта халăх кино артисчĕсемпе тĕл пулма пĕтĕм кăмăлтан пуçтарăннине, ятарлă киносене кулленех йышлăн çӳренине асăннă.  «Кинофестиваль тапхăрĕнче пĕтĕмпе 15 пин ытла халăх пухăннă, ăста та пултаруллă артистсен ĕçĕсене курса хакланă.  Чи пахи залсенче яланах халăх лăк тулли пулни.  Профессионалсемшĕн кинофестиваль чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.  Кашниех çĕнĕ проектсем курса хăйсен кăмăлне тултарчĕ», - тенĕ вăл.    

Шупашкарта иртекен кинофестиваль вунă çул хушшинче Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнче анлă çул-йĕр хăварчĕ.  Культура пуянлăхĕ темĕнле глобализаци вăхăтĕнче те хăйĕн пысăк пĕлтерĕшне ан пăрахăçлатăр.  Кинофестиваль халăх ăс-тăнне ырă енне улăштарса пырас ĕçре пысăк витĕм кӳнине палăртса каланă Михаил Игнатьев.  Çитĕнекен çамрăк ăрăва киносене юратма, обществăна ырă енне улшăнса пыма, илемлĕх тĕнчине курма, çĕршывăмăрăн пуянлăхне упраса ăша хывма, йăла-йĕркесене тĕпе хурса пурăнма вĕрентеççĕ.  «Влаç органĕсенче ĕçлекенсен, мĕнпур обществăн тĕп тĕллевĕ -  çамрăксене тăван çĕре, юратнă çĕршывăмăра ытларах та ытларах хисеплеме вĕрентесси», - тенĕ вăл.  

Сăмаха май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче культура пайĕнче еплерех пысăк ĕçсем туса ирттерни пирки каласа кăтартнă.   Республикăра тĕрлĕ район центрĕсенче кинозалсем уçăлаççĕ.  Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан культура хатĕрĕсемпе пуянланса пыраççĕ.  Регионта пурăнакансем киносене кирлĕ пек пысăк залсенче нимĕнле чăрмавсемсĕрех пăхса килленме пултараççĕ.

Калăпăр, 2016 çула Раççейре Кино çулталăкĕ тесе йышăннă пулнă. Вăл çул республикăра пĕтĕмпе 6 кинозал уçнă.  Кăçал çак ĕçсене малалла тăснă тата та 7 зал уçма тĕллев лартнă.  

Кинофестиваль вĕçленнĕ кун чаплă парнене «Анне» статуэткине чи паха кино ăстисем тивĕçнĕ.  Чăваш Республикин тав çырăвне «Семейные хлопоты» фильм режиссерне, Хусанти патшалăх культура институчĕн киноискусствин кафедра ертӳçине Алексей Барыкина парса чысланă.  Патриотизм темине паха çутатса паракан театр тата кино ăсти, СССР Халăх артисчĕ Мае-Гозель Аймедова тата Туркмени ССР халăх артисчĕ, режиссер, сценарист, жюри председателĕ Ходжакули Нарлиев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине тивĕçнĕ.

Марк Рудинштейн продюсер Шупашкарта иртекен фестивалĕн пысăк чапĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн активлă позицине кура пулса пынине палăртнă.

Шупашкарти кинофестивалĕн ертӳçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Лаврентьев хăйĕн сăмахĕнче çитес çул тата та вăйлăрах çак уява ирттерессине, ăна республика ертӳлĕхĕ витĕм кӳрессине шанса каланă.  

Фестивале пухăннисем хăйсене чăваш çĕрĕ çинче ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн, республика ертӳлĕхне  тав тунă, регионта çав тери таса пулнине, ăш кăмăллă çынсем пурăннине палăртса хăварнă.

  Раççей Федерацийĕнчи Инди Ют çĕршыв ĕçĕсен Министерстви çумĕнчи Хусанти культура центрĕн директорĕ Иштиак Ахмад господин  кино ăстисен ячĕпе республикăра пурăнакан халăха чун-чĕререн тав тунă «Илемлĕ çĕр çинче пулма питех те кăмăллă.  Кино, кĕвĕ, ташă енĕсемпе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса туслă пурăнма вĕренсе пыратпăр.  Тĕнчене тата та çирĕпрех, обществăна тăнăçлăрах, вăйлăрах пулма пулăшатпăр», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Фоторепортаж

 



29 мая 2017
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter