Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулара пурăнакансене, заводра вăй хуракансене Хими промышленноç пайĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă

 


Савăнăçлă мероприяти  Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче иртнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулара пурăнакансене, заводра вăй хуракансене Хими промышленноç пайĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, çулсерен çак пысăк хими промышленноç пайĕнчи «Химпром» ПАО кăтартăвĕсем ӳссе пынине, бюджета вĕсенчен кулленех укçа-тенкĕ пуçтарăннине асăннă. Хула пурнăçĕшĕн предприяти пысăк витĕм кӳнине палăртнă.   Заводра ĕçлекенсен шалу укçи те куçкĕретех лайăхланса пынине асăннă.  Халăхăн социаллă кăмăл-туйăмĕ ырă енне улшăннине пĕлтернĕ. Истори тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ завод хăйĕн кун-çулĕнче тарăн çул-йĕр хăварнине, кирек епле йывăр саманара та çитĕнӳсемпе ĕçлесе пынине палăртнă.    Йывăр тапхăрсенче патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем яланах пулăшу панине, пĕр сăмаха палăртсан, завод ура çинче çирĕп тăнине каланă, кулленех модернизациленни куçкĕретех тенĕ.

Палăртма кăмăллă, «Химпром» ПАО паянхи кун çав тери ăнăçлă аталанса пыракан пысăк  промышленноç пайĕсенчен пĕр шутланать. Предприятинче 150 ытла тĕрлĕ таварсем калăпланса тухаççĕ.  Вĕсен таварĕсене республикăра та, регион тулашĕнче те хапăл тусах йышăнаççĕ. «Кăçал та вуншар миллиардран та иртсе таварсен калăпăшне тултарассине шанатпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Завода ĕçлекенсене ăнăçусем суннă, çĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă.

Паян предприятире ĕçлекенсем авалхи заводăн йăла-йĕркисене тĕпе хурса пурăннине асăннă, ветерансен паха ĕç опытне те ăша хывнине палăртнă Михаил Игнатьев.  «Яланхиллех предприятире ĕçлекенсем ăста профессионалсем пулнипе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ.  Хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Эсир, чăн-чăн маттурсем. Хăвăрăн ĕçе таса чунпа, пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлатăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Пуласлăхра Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене епле çĕнĕлĕхсем кĕтни пирки те кĕскен каласа кăтартнă регион Пуçлăхĕ.

Калăпăр, 2017 çулта нарăс уйăхĕнче Сочире иртнĕ инвестици форумĕнче  «Ренова» Группа Компанийĕн директорсен Канашĕн Председателĕпе Виктор Вексельбергпа Чăваш Республикинче теплица комплексне хута ярасси пирки килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ пулнă.  Инвестициллĕ проекта Çĕнĕ Шупашкарта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Халăх валли пысăк ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  Шалу укçин виçи самай лайăх пуласси те паллă.  Кунсăр пуçне кăçал регионти çулсене сарса тирпейлеме сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă  регион Ертӳçи.  Çĕнĕ Шупашкарти çулсене тирпейлеме 315 млн уйăрнă.

Республика Пуçлăхĕ малашне те Чăваш Енре общество политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă аталантăр, экономикăна çирĕп ура çинче тăтăр, районсемпе хуласенче илемлĕ те хăтлă пултăр тесе çине тăрса ĕçлеме хатĕр пулнине палăртнă.  Пĕр сăмахпа каласан, Правительство ертӳлĕхĕ регионта халăха пурăнма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшнине асăннă.

Çак кун професси уявĕпе пухăннисене «Группа Оргсинтез» АО генеральнăй директорĕ, вăлах «Химпром» ПАО  директорсен канашĕн пайташĕ Ярослав Кузнецов ăшшăн саламланă.  Унăн саламĕсем çумне «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Сергей Наумов хутшăннă.  Вĕсем сăмаха май, çĕнĕ проектсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене пурнăçа кĕртни çинчен каласа кăтартнă.

Яланхиллех уявра заводăн пултаруллă ĕçченĕсене, çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Ĕç династийĕн хастарĕсене уйрăммăн палăртса хăварнă. 

 Фоторепортаж



29 мая 2017
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter