Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – çуллахи тапхăрта шыва кĕнĕ вăхăтра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси

Паян, çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – çуллахи тапхăрта шыва кĕнĕ вăхăтра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.

Чăваш Енри ГКЧС Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Павлов хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çуллахи тапхăр вăхăтĕнче республикăра пĕтĕмпе 14 пляж уçăласса пĕлтернĕ.  Ку  ыйтупа муркашсем аван ĕçленине асăннă.  Вĕсем тата пиллĕк пляж уçма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Шупашкарта 7 пляж хута кайĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков  тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Чепрасова муниципалитетсенче асăннă ыйтупа объектсем çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пулассине каланă.  Çăлавçăсен постне йĕркелес ĕç хĕрӳ пынине палăртнă.  Видосăнавсене те çителĕклĕ вырнаçтарассине пĕлтернĕ.   Пĕр сăмахпа каласан, ятарлă хатĕрсемпе туллин тивĕçтерессине палăртнă.

 Çав вăхăтрах палăртса хăвармалла, Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Каçал ен, Красночетайски, Пăрачкав, Çĕрпӳ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Тăвай,  Елчĕк районĕсенче палăртнă ыйтупа çителĕксĕр ĕçлени куçкĕретех.

Аса илтеретпĕр, халăх ятарлă шыва кĕмелли вырăнсенче путнă тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар,  ытларах çынсем кĕме юраман шывсенче путса вилеççĕ. Кăтарту ку енĕпе 80 процента çитнĕ.  Кун пирки пурин те асра тытмалла, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.  

Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская санитари правилисем пирки чарăнса тăнă, пĕвесенче кĕме юрани çинчен çирĕплетекен ĕç хучĕсене йĕркене кĕртме хушнă.  

Хатĕрленӳ ĕçĕсене яланах çӳллĕ шайра ирттермелле. Кун пирки Михаил Игнатьев çирĕп асăрхаттарнă. «Пур ĕçе те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса йĕркелемелле. Шывра алхасма юрамасть. Инкек пулассинчен пурин те асăрханмалла», - тесе çирĕп каланă республика Пуçлăхĕ. 

 



29 мая 2017
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter