Аграри тытăмне патшалăх енчен пулăшăва ӳстерсе куçарса парасси паллă

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ.

 Ку хутĕнче канашлу ĕçне пухăннисем çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Кăçал çурхи тыр-пула Чăваш Енре пĕтĕмпе 199,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварнине, вăл пĕтĕм планран 96,9 процентпа танлашнине каланă. Пĕтĕмпе 10 муниципалитетра çурхи акана вĕçленĕ тесе пĕлтернĕ министр, плана туллин тивĕçтернине асăннă.    Акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсен пайне  пĕлтĕрхинчен чылай нумайлатнине палăртнă.  Пахча-çимĕç культурине  кăçал 743 гектар çĕр çинче лартса хăварнине пĕлтернĕ.   Кăçал хăмла лартса çитĕнтерес ĕç çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.  Республикăра халлĕхе ăна 89 гектар лартнă.    Паянхи куна регионта çĕрулмине те сахал мар лартса хăварнă, халлĕхе унăн лаптăкĕ 6,4 пин гектарпа танлашать.  Ытти регионсенчи пекех, пирĕн республикăра кăçалхи çул çĕрулмин лаптăкĕ кăштах пĕчĕкленни сисĕнет. «Енчен те çак ĕçе эпир пăрахăçласан,  пирĕн рынокри ĕçе ытти субъектсем туртса илме пултараççĕ.  Тепĕр тесен, çĕрулмин хакĕ те чылай ӳсни куçкĕретех. Кун пекки нумайранпах пулманччĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Пуласлăхра «иккĕмĕш çăкăра» тата та пысăкрах хакпа сутма пултарасси те паллă. Пирĕн республикăра çĕрулмине упрамалли ятарлă складсем те  сахал мар çителĕклĕ хута янă.   Паянхи пурнăç таппинче çĕр улмине çуни тата ăна тирпейлесе пуçтарни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ку хутĕнче ертӳçĕсем патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пирки чарăнса тăнă.

Сергей Артамонов кăçал Чăваш Республикинчи агропромышленноç пайне аталантарма пĕтĕмпе  2 331,1 млн тенкĕ куçарса панине палăртнă.  Çак кăтартăва пĕлтĕрхи шайпа пăхас пулсан 10 процент пысăк пулни те курăнать.  Çĕршыв Правительстви малашне те ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать.  Кăтартăва 2017 çулта 9 млрдран 225 млрд çитерме палăртнă.  Вĕсенчен 4,1 млрд çăмăллăх инвестици кредичĕсем уйăрма, 3 млрд выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, хăмла пахчи ешертекенсене, нумай çул ӳсекен курăка вăй илтерме, питомниксем хута яма уйăрасси паллă. Кунсăр пуçне АПК предприятийĕсене модернизацилеме тата тĕрлĕ строительство ĕçне пурнăçлама 2,25 млрд тенкĕ пăхса хăварма йышăннă.  Ветеринари пайĕнче усă курăнакан эмелсем туянма 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăхĕнче ăптăр-каптăр вăрланă тĕслĕхсен йышĕ ӳссе пынине асăннă.    Хуçалăхсенче сĕрмелли çунтармалли хатĕрсене, техника таврашне час-часах вăрланине каланă.  Сăмаха май, предприяти ертӳçисем хăйсем те асăннă ыйту çине тимлĕх сахал уйăрнине палăртнă.  Министр хушма мерăсем йышăнса хăварма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Республика кунне хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа хăварнă.   Шупашкарта «Контур» Суту-илӳ центрĕнче çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕччен ятарлă курав пулассине те асăнса хăварнă. Халлĕхе курав ĕçне 98 предприятипе организаци хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри фестиваль пирки каласа кăтартнă.  Çак пысăк мероприятине те Республика кунне хатĕрлесе ирттернине асăннă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, халлĕхе 44 регион хутшăнма кăмăл тунă. 

Аса илтеретпĕр, Республика кунне Чăваш Енре конкурсра çĕнсе илнĕ муниципалитетра ирттереççĕ.  Кăçал апла пулсан вăл Пăрачкав районĕнче пулать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă мероприятисене кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.

 



29 мая 2017
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter