Чи лайăх библиотекăсене палăртнă

Ача сачĕсемпе сыв пуллашрĕç

Иртнĕ кунсенче районти шкулсенче юлашки шăнкăравсем янранипе пĕрлех ача сачĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнчи ушкăнсенче ăсату каçĕсем иртрĕç. Кăçал шкул сукмакне такăрлатма пуçлакан ачасем хăйсен юрри-ташшипе юлашки хут ача садĕнчи воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсене тата мĕнпур унти ĕçчене тав турĕç. Районти вĕренÿ пайĕн малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа парта хушшине 164 ача ларĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ, 75 ача, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул сукмакне такăрлатма пуçлĕ. Тавăт вăтам шкулĕ - 17, Юнтапари вĕренÿ учрежденийĕ 15 ачана кĕтсе илме хатĕрленет. Чăваш Сурăмпа Шĕмшеш шкулĕсенче - 10-шар, Питĕшкассипе Мăн Вылăра 7-шер ача парта хушшине ларĕç. Халĕ пулас шкул ачисем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.

 

Чи лайăх библиотекăсене палăртнă

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ тĕлне майăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Наци музейĕнче «XXI ĕмĕрти библиотека» республикăри VI смотр-конкурс иртрĕ. Ăна библиотекăсен ĕç-хĕлне хаклама, унта ĕçлекенсен пултарулăхне тупса палăртса хавхалантарма йĕркелеççĕ. Вырăнти территорисене хăтлăх кĕртессипе «Библиотека - экологи информацийĕпе культура центрĕ» номинацире Ураскилт ял библиотеки палăрнă. «Социаллă тата право пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ чи лайăх библиотека ресурсĕ» номинацире жюрисем право информацийĕпе тулли тивĕçтернĕ тата электрон ресурса пуринчен те лайăх йĕркеленĕ библиотекăсене суйласа илнĕ. Кунта Элĕкри тĕп библиотекăн ертсе пыракан библиографĕ Татьяна Мясникова «Элĕк районĕн право страници» сайта мĕнпур критерие пăхăнса йĕркеленине шута илсе пысăк хак панă.

 

Çĕр улми лартса пĕтеретпĕр

Районта çур аки вĕçленнĕпе пĕрех. Майăн 29-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи тĕш тырăсене тата пăрçа йышши культурăсене 8391 гектар çинче е планланинчен 100,6 процент акса хăварнă. Паянхи куна хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» лартассипе тимлеççĕ. Ку таранччен çĕр улмине 373 гектар çинче лартнă та ĕнтĕ, çакă палăртнинчен 60 процент. Халĕ А.Харитонов, Э.Лебедев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми лартас ĕçсем малалла пыраççĕ. Унсăр пуçне ял хуçалăх предприятийĕсем пахча çимĕç лартассипе те ĕçлеççĕ. Купăста çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальлĕхе çанталăк чăрмавĕсене пăхмасăрах ăна В.Варламов, Г.Исаев хресчен-фермерсем 15 гектар çинче лартнă. Çакă планпа палăртнинчен 9 процентпа танлашать.

 

Ферма ĕçченĕсем конкурсра палăрчĕç

Майăн 26-мĕшĕнче машина аппарачĕпе ĕне сăвакансен тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсем хушшинче районти конкурс иртрĕ. Кăçал ăна «Авангард» хуçалăхра йĕркелерĕç. Кунта пĕтĕмпе 7 доярка тата 4 техник-осеменатор хутшăнчĕ. Çак конкурса районта хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене тупса палăртас тата выльăха пĕтĕлентернĕ чухне çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçленине тĕрĕслес тĕллевпе ирттерчĕç.  

Кăтартусене район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров тата ертсе пыракан специалист-эксперт Раиса Данилова, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн ертÿçи Валерий Афанасьев тишкерчĕç. Районтан килнисене «Авангард» хуçалăх ертÿçи Сергей Петров тата хуçалăх ĕçченĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Валерий Михайлович пухăннисене асăннă конкурс пирки ăнлантарса пачĕ, операторсене ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсемпе çыхăннă теори ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Вара пурте çак хуçалăхри ĕне фермине çул тытрĕç. Кунта паянхи куна пурĕ 86 ĕне сăваççĕ. Кăçал январь-май уйăхĕсенче 57 пăру алла илнĕ. Ĕнесене пĕтĕлентерес енĕпе пĕр техник-осеменатор тăрăшать. Искусствăлла майпа ĕнене чуптарни вăкăр чирĕнчен асăрханма пулăшать. Анчах та ку енĕпе технологие пăхăнса ĕçлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та Валерий Афанасьев операторсенчен экзаменри пекех çирĕп ыйтрĕ. Çакăнпа çыхăннă технологие пĕлнине шута илчĕ. Кашни операторах ĕнене чуптарнă чухне мĕне пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ. Практика пайĕнче ĕнене пĕтĕлентернĕ май технологие пăхăнса ĕçленине çирĕп пăхрĕ.

Çăмăлах мар тĕрĕслев витĕр тухса пĕрремĕш вырăна «Авангард» хуçалăхри Зоя Ферапонтова техник-осеменатор çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Элĕкри тата Ураскилтри ветлечебница заведующийĕсем Любовь Ивановскаяпа Лилия Калмыкова пулчĕç.

Конкурс аппаратпа ĕне сăвакансене те тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Кунта вара дояркăсемпе доярсем ĕне сумалли аппарата салатса пуçтарассине кăтартрĕç. Салтакри пекех тейĕн, вăхăтпа тĕрĕслерĕç вĕсене. Районти çичĕ доярка хушшинче «Авангард» хуçалăхри ĕне сăвакансене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем виççĕшĕ те малти вырăнсене йышăнчĕç. Кусем – Михаил Редьков, Роза Никифорова, Станислав Семенов пулчĕç. Юлашкинчен Валерий Афанасьев конкурса хутшăнакансене тав турĕ, вĕсем маттур пулнине палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем вара июнь уйăхĕнче «Ольдеевский» предприятире иртекен республика конкурсне хутшăнма тивĕçнине пĕлтерчĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 

Пирус туртма пăрахма пулатех

Майăн 31-мĕшĕ - пирус туртассине хирĕç кĕрешмелли кун. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе 1987 çултанпа паллă тăваççĕ. Пирус туртни этемлĕхшĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ, ăна ахальтен мар ĕнтĕ эпидемипе танлаштараççĕ.

Пирус курупкки çине унăн сиенĕ çинчен асăрхаттарса çыраççĕ пулсан та туртакансен йышĕ ÿссех пыни куç кĕрет. Тăватă çул каялла «табака хирĕçле» саккун йышăннăччĕ. Вăл шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, ачасен вăйă лапамĕсенче, стадионсенче, çынсем нумай çÿрекен вырăнта туртма чарчĕ. Граждансене пирус тыткăнĕнчен яланлăхах хăтарасси пирки те калаçаççĕ-ха кăçал чиновниксем. Вĕсем табак акцизĕсене ÿстерни курăмлă пуласса шанаççĕ. Çавăн пекех унти хутăшсене тĕрĕслеме те палăртаççĕ, мĕншĕн тесен тĕрлĕ тутă кĕртекен хутăшсем çынна хăйсен тыткăнне илме тата ытларах туртма хистеме пултараççĕ.

«Ман шутпа, пирус туртассипе кĕрешмелли чи лайăх мел вăл - туртма пуçламанни. Никотин мĕнпур организма сиен кÿрет. Пирус туртакансен ÿпки, пĕверĕ, чĕри тата ытти органсем те чире каяççĕ. Шел пулин те, çул çитменнисем çак йытă çимен апата çăвара хыпни чуна ыраттарать. Хăвăртрах çитĕнес килет-ши вĕсен; Çавăнпа та эпир час-часах вĕренекенсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр, пирус сиенĕ пирки калаçатпăр. Чылай çемьере ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхĕпе ачисем те каярахпа çак сиенлĕ йăлапа туслашни куç кĕрет. Кăмăл çирĕплĕхĕ пулсан пирус туртма пăрахма пулатех тесе шутлатăп», - палăртать районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Галина Степанова.

Майăн 27-мĕшĕнче районта черетлĕ «Тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿрени» акци иртрĕ. Элĕкри тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ Эльвира Яковлева пирус туртни тĕрлĕ чир-чĕр пуçарнине ăнлантарчĕ. Пирус туртаканпа юнашар тăни те сывлăхшăн сиенлине палăртрĕ. Унăн тĕтĕмĕ бронх астмине пуçарса яма пултарнине, çакă ачасене уйрăмах пысăк сиен кÿнине, уçă сывлăшра çуран утни туртма пăрахнă чухне пысăк пулăшу кÿнине те каларĕ.

Юлашки çулсенче пирус туртнипе тухнă пушарсен шучĕ ÿснине Чăваш Республикин Гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн статистики те çавнах çирĕплетет. 2015 çулта пирĕн республикăра пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнипе 130 пушар тухнă. Пĕлтĕр Чăваш Енре 937 пушартан 140-шĕ пируса пула тухнă. Виçĕмçул пушарта 39 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă пулсан, пĕлтĕр - 46 çыннăн. Куратпăр ĕнтĕ, статистика кăтартăвĕ- сем тăрăх, пушарсен тата унта вилекенсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Пушарсенче 124 миллион тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ, вăл шутран 8,8 проценчĕ - пируса пула. Кунта пурлăх çуннин хакĕ мар, çын пурнăçĕ татăлнин хакĕ пысăкрах. Кил-çурта çĕнетме пулать, анчах та вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймăн.

«Пируса этем тăшманĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсех калатăп. Çак ирсĕр япалана пула иртнĕ çул районта 20 хутчен çулăм алхасрĕ. Вĕсенчен 4-шĕ пирус туртнă чухне тимсĕр пулнипе тухнă. Пĕринче кил хуçи çăлăнма ĕлкĕрнĕ пулсан, тепĕр 3-шĕнче 5 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Чавса çывăх та - çыртма çук. Шел пулин те, çакăн пирки чылайăшĕ шухăшламасть. Çывăрма выртнă чухне пирус чĕртсе янăран инкек сиксе тухать те. Асăрханусăрлăхпа çăмăлттайлăх ытла та хакла ларать», - палăртрĕ районти пушар надзорĕн пайĕн начальникĕ Вадим Прокопьев.

Паллах, пирус туртма вăйпа пăрахтараймăн, анчах та пирус туртассипе кĕрешесси саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсен, общество организацийĕсен тата кашни çыннăн ĕçĕ пулса тăрсан, тен, ăса кĕрĕпĕр те хамăрăн сывлăха тата пурлăха сыхлама пуçлăпăр.

Вера МОРОЗОВА.

 

Фестиваль сукмакĕ анлăланса пырать

Элĕк районĕ чăваш эстрада юррине кăмăллакансене черетлĕ хут регионсем хушшинчи «Вирьял шевлисем» XXII фестивале пуçтарчĕ. Кунта юрăçа, артиста палăртма кашниех пултарать. Иртнĕ çулсенче юрăçсем нумайрах пулнă пулин те, фестивалĕн пĕрре такăрлатнă сукмакĕ анлăлансах пыни куç кĕрет. Кăçал кунта Элĕк, Муркаш, Елчĕк, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Етĕрне, Йĕпреç районĕсенчен тата Тутар Республикинчен 27 конкурсант килчĕ.

Фестиваль пуçланиччен уява килнĕ хăнасем этнопаркра тата литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче пулса курчĕç, наци апатне тутанчĕç, хăйсем те кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерчĕç. Артистсене культура керменĕ умĕнче пухăннă халăх хапăл туса йышăнчĕ.

Фестиваль пирвайхи хут 1995 çулта районти смотр-конкурс евĕр иртнĕ. Унта хамăр районти вокалпа инструмент ансамблĕсем хутшăннă. Çулсем иртнĕçем унта хутшăнакансем йышланнă, номинацисем те нумайланнă. 2001 çултанпа паянхи кунччен вăл регионсем хушшинчи фестиваль пек иртет. Район шайĕнче пуçланса кайнă фестивале хамăр республикăра анчах мар, ытти регионсенче те пĕлеççĕ. Фестиваль район администрацийĕ, Элĕкри «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учреждени, Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕ, чăваш эстрада юрăçисен Союзĕ йĕркеленипе иртрĕ. Элĕксемшĕн вара вăл тахçанах çурхи чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Уçă пĕлĕт айĕнче çамрăксем мĕнле юрланине пурте хаклама пултарчĕç. Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уçрĕ. «Вирьял шевлисем» фестиваль çулран-çул вăйланса пынине, вăл халăх уявĕ пулса тăнине палăртрĕ, конкурсантсене ăнăçу сунчĕ.

Фестиваль «Уйăх çинчи пике» театрализациленĕ представленирен пуçланчĕ. Вăл майĕпен флешмоба куçрĕ. Унта районти хореографи коллективĕсене çÿрекен 120 ытла ача хутшăнчĕ. «Элĕк ен» эстрадăпа вокал ансамблĕ «Вирьял шевлисем» фестивалĕн гимне шăрантарса пурне те уява йыхравларĕ. Уява кăçалхипе иккĕмĕш хут ĕнтĕ хамăр ентешсем - Мăн Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ, уявсене йĕркелекен «Çиларман» центр ертÿçи Александр Никифоров тата Элĕк салинче кун çути курнă эстрада юрăçи Ольга Семенова ертсе пыни пурне хавхалантарчĕ. Юрăсемпе пĕрлех сцена çинче шÿтсемпе фокуссем пулни уяв программине татах та пуянлатрĕ.

«Вирьял шевлисем» фестиваль кăçалхипе 22-мĕш хут иртрĕ. Çак тапхăрта вун-вун юрăç Элĕкре пуçламăш утăмсем туса эстрадăн пысăк сцени çине тухнă. «Вирьял шевлисем» Элĕ-ке çумăр та илсе килчĕ, çавăнпа та уяв икĕ вырăнта иртрĕ: культура çуртĕнче тата ун умĕнчи лапамра. Йĕпе çанталăк никама та хăратмарĕ. Чăтăмлисем фестиваль вĕçленичченех уçă тÿпе айĕнче тăчĕç. Канăва интереслĕ те асра юлмалла ирттерес тесе чылай тăрăшнă уява йĕркелекенсем. Культура çурчĕ умĕнчи лапама 1500 ытла çын пухăнчĕ. Суту-илÿ вырăнĕсем, ачасене валли вăйă аттракционĕсем, фонтан ĕçлерĕç.

Конкурса хутшăнакансен репертуарĕ пуян пулчĕ. Унăн йĕрки тăрăх, кăçалхи фестивале Раççейре Экологи тата Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Çавăнпа та сцена çинче тăван ене, аттепе аннене халалланă юрăсем шăранчĕç, эстрада, спорт, халăх ташшисем пулчĕç.

Жюри членĕсем фестиваль пĕлтерĕшĕ чакманнине палăртрĕç. Ăста юрлакан çамрăксем кашни çулах тупăнса пыраççĕ. Сцена çине тухмалли çи-пуç лайăхланса пыни, артистсем хăйсене тытма пĕлни савăнтарать. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç: «Гран-при», «Чи лайăх солист» (16-35 çулхисем хушшинче)», «Чи лайăх çемье ансамблĕ», «Чи лайăх вокал ансамблĕ», «Чи лайăх çемье ташă ушкăнĕ», «Эстрадăпа спорт ташши», «Халăх ташши», «Чи лайăх стиль ташши». Кăçал фестивале хутшăннă ентешсемпе чăннипех те мухтанма май пур. Район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлесе «Чи ла-йăх солист» номинацире Людмила Андреева пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Нелли Львова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Хореографи коллективĕсем хушшинче «Халăх ташши» номинацире «Ладушки» ташă ушкăнĕн аслă çулхи ачасем тата «Штрих-код» ташă ушкăнĕ йышăнчĕç. Гран-прие Александр Васильев репертуарĕнчи «Анне» юррипе Туçи Шĕмшеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Засыпкина çĕнсе илчĕ.

Гала-концертра Алина Федорова, Денис Пугач, Александр Самсонов, Светлана Печникова, Ольга Семенова, Александр Никифоров хăйсен илемлĕ юррисене шăрантарчĕç. Фестивале çĕнтерÿçĕ юррипе тата салютпа вĕçлерĕç.

Вера МОРОЗОВА.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
29 мая 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter