Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява хатĕрленес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява хатĕрленес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăннă, хăш-пĕр уйрăм пĕтмен ĕçсене вĕçне хĕрне çитерме хушнă.   

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ  Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна регионта 18,5 пин ытла вăрçă ветеранĕ пурăннине пĕлтернĕ. Аслă ăрури ветерансем патне республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнине каланă министр. 2010-мĕш çултан пуçласа пурĕ 5878 вăрçă ветеранне хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе пурĕ 98 ветеран черете тăнă, вĕсенчен 4-шĕ вăрçăра сусăрланнă çынсем.  

Михаил Игнатьев ветерансен хваттер ыйтăвĕсене вăраха тăсмасăр вăхăтра татса памаллине асăрхаттарнă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче, вăрçă ветеранĕсене тивĕçлĕ пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтернине палăртнă.    Çулталăк пуçланнăранпа 10608 ветеран диспансеризаци тухнине асăннă. Ватăсене сиплев учрежденисенче те пысăк тимлĕх уйăрнине, пурнăçра кирлĕ эмелсемпе туллин тивĕçтернине каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче ытларах çитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă. Пирĕн республикăра Тăван çĕр­шывăн Аслă вăрçине халал­ла­нă асăну вы­рăнĕ­семпе сооруженийӗсем сахал мар, çав шутра обелисксемпе мемориалсем, па­лăксемпе стелăсем, асă­ну паллисем те йышлă. Çĕршывăмăрăн ирĕк­­лĕхĕпе ни­­кама пă­хăн­ман­лă­хĕшĕн хăйсен пур­нăç­не панă паттăрсен па­лă­кĕ­сене юсаса çĕ­не­тес ĕçе Чă­ваш Енре пурăнакан мĕнпур çыннăн хастар хут­шăн­маллине асăрхаттарнă вăл. Тавралăха тирпей-илем кӳртес, палăксене тасатас ĕçре вара Канаш хулинче тата хăш-пĕр муниципалитетсенче хальлĕхе çитменлĕхсем пурине палăртнă вăл. Вĕсен ĕçе вăраха тăсмасăр пурнăçлама тытăнмалла.

«Пирĕн тĕллев – историлле пулăма халăхăн ăс-тăнĕнче упраса хăварасси. Кашни ертӳçĕн яваплăха туймалла.  Пирĕн, çĕнтерӳçĕсем тĕнчери тăнăçлăха, çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, пире валли ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манмалла мар. Вĕсен фронтри тата тылри паттăрла ĕçĕсене яланах асра тытмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев докладра Çĕнтерӳ уявĕн тĕп планĕ пирки чарăнса тăнă. «Пĕлтĕр пурнăçа кĕртнĕ проектсене кăçал тата та анлăлатмалла.  Çĕнĕрен те çĕнĕ акцисене вăй илтермелле.  Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява ытларах та ытларах халăха явăçтармалла. Çаксем  пĕтĕмпех тĕп тĕллевсем пулса тăмалла», - тенĕ министр.

Сахал мар культура мероприятийĕсене палăртса хунине пĕлтернĕ вăл. «Çеçпĕл» кинотеатрта Аслă Çĕнтерĕве халалласа  «Кино каялла таврăнать!» ятарлă программа  çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче старт илнĕ.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче  «Çĕнтерӳ» Мемориал паркĕн Мухтав Монуменчĕ умне чечек çыххисем хурĕç. Кайран «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен акцине хутшăнĕç, парад пухĕç.

Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче парад валли техника хатĕрĕсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине, планпа килĕшӳллĕн ĕçсем пурнăçланнине пĕлтернĕ.  Кăçал йăлана кĕнĕ техникăсемсĕр пуçне зенит хатĕрĕсем те иккĕ пулассине пĕлтернĕ. 

Çĕнтерӳ кунĕ уяв концерчĕпе вĕçленет. Хулара салют каçхине 22:00 сехетре пулать.

«Çĕнтерӳ кунĕ – Раççейĕн тĕп уявĕ.  Пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене ĕмĕрлĕх асра тытмалла, уявсене çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



03 мая 2017
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter