Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăннă. Тĕлпулăва çакăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти общество йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи  Николай Николаев хутшăннă. Вĕсем республикăра пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусене пăхса тухнă. 

Шупашкар хулинче пурăнакан Светлана Петрова хулари 1-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул территорийĕнче сусăр ачасене шкула çӳремелли тротуар тума май пуррипе çукки çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевран ыйтса пĕлнĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина чи малтан асăрханине, вăл çитменлĕхе пĕтерме, ыйтăва ятарлă службăсене илсе çитерме шантарнине пĕлтернĕ.  

Темиçе çул каялла çак асăннă шкула республика Пуçлăхĕ тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелеме витĕм кӳнĕ пулнă.  Палăртма та кăмăллă, сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă вĕренӳ учрежденине. Ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ ячĕпе Михаил Игнатьева ырласа куншăн пысăк тав сăмахĕсем каланă вăл. 

Светлана Петрова шкулта çав тери лайăх коллектив ĕçленине асăннă, ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене яланах шута илме тăрăшнине пĕлтернĕ.  Ачасене аталанма çав тери условисем хăтлă пулнине палăртнă.  Наци музейĕ те шкулта пулнине, ачасем унта хаваспах çӳренине каланă.  «Кун пек шкулсене упрамалла.  Манăн ача хăй вăхăтĕнче кăштах сӳрĕкрех калаçатчĕ, вăл шăп çӳреме тăрăшатчĕ. Специалистсем ĕçленине кура, ача аталанса пыни куçкĕретех.  Ытти ачасемпе тан кулма, шӳтлеме, калаçма пуçларĕ.  Тавах, Сире çакăн пек шкулсене сыхласа хăварнăшăн», - тесе каланă Михаил Игнатьева ачан амăшĕ.  «Ачасене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси – влаç органĕсенче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри», - тесе хуравланă ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

 Тĕп ыйтăва хуравланă май вара Михаил Игнатьев çынсене çурран çӳремелли тротуар валли 1 млн яхăн укçа пăхса хăварнине, объекта кăçал авăн уйăхĕ пуçланиччен хута яма тĕллев лартнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Сăмаха май, Светлана Петрова машинăсем лартмалли парковка пирки те ыйту хускатнă. Сусăр ачасене нумайăшĕ машинăпа шкула илсе килеççĕ, ахăртнех шкул çывăхĕнче парковка пулсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйту ку та актуаллă пулнине палăртнă, пуласлăхра ăна та  вĕçне хĕрне çитермелли пирки каланă. 

 Татьяна Одикова Етĕрне районĕнчи газификаци ыйтăвĕ пирки сăмах хускатнă. Çамрăксем çĕнĕ çуртсем хута яраççĕ, урамсем йĕркеленеççĕ, анчах та çутçанталăк газĕ пулманни вĕсене пăшăрхантарать. «Эпир хамăр та çурт туса лартрăмăр. Мунча, гараж та пур. Электричество кĕртнĕ, анчах газ çукки кулянтарать», - тенĕ вăл.  Ку ыйтăва татса пама 5 млн  ытла уйăрса хăварнине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Кăçал тăваттăмĕш кварталта ĕç-пуçа тĕпрен вĕçлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ Ертӳçĕ.

 Шупашкарта пурăнакан Татьяна Фомина Энтузиастсен урамĕнчи 10/11№-лĕ çуртра лифт юрăхсăр пулнине пĕлтернĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва кăçал виççĕмĕш кварталта татса парассине, ăна валли укçа-тенкĕ те пăхса хăварнине каланă регион Ертӳçи.

Владимир Жирнов индивидуаллă предприниматель республика Пуçлăхĕнчен  Вăрмар районĕнчи автомашина çулĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ.  Михаил Игнатьев ыйтăва хуравланă май çапларах каланă: «Çулсене сарма проектсене хатĕрленĕ.  Çуллахи тапхăрпа объекта пурнăçлама 5 млн пăхса хăварнă.  Ыттисене çитес виçĕ çулта вĕçлеме палăртса хунă.  Пĕр çулта  пĕтĕмпех ĕçсене пĕтерме хĕн, мĕншĕн тесен ытти муниципалитетсенче те çак ыйту актуаллă. Вĕсенче те ĕç хĕрӳ пырать.  Пирĕн йĕркипе, планпа килĕшӳллĕн ĕçе пурнăçласа пымалла», - тенĕ вăл унăн ыйтăвне хуравланă май. 

Палăртса хăваратпăр, Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе çулталăкне темиçе хут та йышăнать.  Вăл яланах çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе калать.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра тата тухăçлă татса пама май панине асăнать.

Фоторепортаж

 

 



30 мая 2017
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter