Мускавра Европа бизнес пĕрлешĕвĕнче Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ

 

 Региона инвестици явăçтарас ĕç çине Чăваш Республикин Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать.  Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Европа бизнесĕн пĕрлешĕвĕнче Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă, вĕсем Европа бизнесĕн пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва Европа бизнесĕн Ассоциацийĕн Правлени Председателĕ  Томас Штерцель, Европа бизнесĕн Ассоциацийĕн генеральнăй директорĕ Франк Шауфф, Европа бизнесĕн Ассоциацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Руслан Кокарев, Раççейри RocaGruop генеральнăй директорĕ Антонио Линарес, Европа бизнесĕн Ассоциацийĕнче регионсене аталантарассипе  тимлекен директор Ольга Медиа Да Силва хутшăннă.   Ертӳçĕсем Чăваш Енре пуласлăхлă проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Томас Штерцель хăйĕн  сăмахĕнче Чăваш Ен презентацийĕнче пулма ăна пысăк чыс пулнине палăртнă.  Европа çĕршывĕсем хушшинче регион инвестици климачĕ лайăх пулнипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине асăннă вăл.  

«Паянхи пысăк ĕç малашнехи çыхăнусене анлăрах сарма витĕм кӳрессине эпир шанатпăр», - тенĕ сăмаха тăсса.  

Франк Шауфф ертӳçĕ Чăваш Республики географи тĕлĕшĕнчен çав тери чаплă вырăнта вырнаçнине каланă. Кунсăр пуçне регион ĕçлĕ партнер пулнине пĕр хутчен çеç мар çирĕплетсе панине асăннă.

Антонио Линарес докладра хăй Чăваш Республикинче епле ĕçлесе пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Испани предпринимателĕсем эпир Чăваш Республикинче ăнăçлă ĕçлесе пынине çав тери лайăх пĕлсе тăраççĕ. Бизнес ăнăçлă пулса пынине те пĕр хутчен çеç мар курса ĕненнĕ. Эпир регионта тата та тепĕр пысăк проект хута ярасшăн.  Инвестици климачĕ Чăваш Республикинче лайăх пулнине пирĕн ĕç  те çирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правлени пайташĕсене регион пирки ырă сăмахсем каланăшăн тав тунă.  «Сирĕншĕн те ĕçлĕ çыхăнусем çирĕп пулни çав тери пысăк пĕлтерĕшлине ĕненетпĕр.  Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пысăк технологиллĕ производствăсем хута яма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси. Çамрăксене те хăйсен пуçаруллă ĕçĕсене пурнăçа кĕртсе пыма меллĕ пултăр.  Тепĕр тесен, халăх валли те ĕç вырăнĕсем пулаççĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

Сăмаха май инвестици хывма меллĕ хăш-пĕр тытăмсем пирки те палăртса хăварнă. Калăпăр, ял хуçалăхĕпе ĕçлени паянхи пурнăç таппинче çав тери паха,  тирпейлесе илнĕ тавар яланах вырнаçăнать.  Пирĕн Чăваш Енре электротехника кластерĕ те ăнăçлă аталаннă. Хими промышленноçĕ те кунран кун вăй илсе пырать. Тулашри экономика банкĕ кризисран тухма пулăшнипе, машина-трактор калăплакан производствăсем те ура çине тăрса пыраççĕ.  

«РФ Президенчĕ Владимир Путин регионсем умне çирĕп тĕллевсем лартать, пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарма чĕнсе калать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Мероприятийĕн официаллă пайĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регион пысăк историллĕ, культура, йăла-йĕрке çав тери тарăн пулнине,  республика çĕршывăн тĕп пайĕнче вырнаçнине, тĕрлĕ енчен те Европăпа Азине пĕр-пĕринпе пĕр чăмăра çыхăнтарса тăнине каланă.

«Раççей Федерацийĕнче Чăваш Республики инвестици енчен илĕртӳллĕ, пĕр шай тăнăç аталанса пыракан  регион пулса тăчĕ.  Ют çĕршывсенчен, нумай субъектсенчен тĕрлĕ предприятисемпе организацисем пирĕн республикăра хăйсен бизнесне уçма кăмăл турĕç, производствăсем хута ячĕç», - тенĕ вăл.  

Юлашки тĕслĕхсенчен пĕрне палăртас пулсан – Weidmüller тата Siemens нимĕçсен компанийĕсем пирĕн регионта ĕçлени. Вĕсем кăçал республикăра хăйсен производствисене уçасшăн.

«2016 çулта регионăн тулашри рынокĕ 2015 çулхипе танлаштарсан чылай ӳснĕ, кăтарту 3,6 процента хăпарнă. Республикăра калăпланса тухакан хими, электротехника, промышленноç пайĕнчи машинăсем, пылак çимĕçсем тата та ытти нумай таварсем тĕнчипех анлăн сарăлнă, халăх кăмăл тусах йышăнать», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Экономика пайĕнчи ĕçсемпе, Чăваш Республикин инвестици потенциалĕ пирки, Европа компанийĕсемпе тачă çыхăнса килĕшсе ĕçлесе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă.  

Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхĕн ырă енĕсем – Пĕтĕм тĕнчери бизнес-партнерсемпе яланах тачă çыхăнса ĕçлени, налуксем тӳлессинче çăмăллăхсем кĕртни, промышленноç пайне вăй илтерни, патшалăх тивĕçтерекен тĕрлĕ пулăшусем пулни, инфратытăм, социаллă сфера, транспорт ыйтăвĕсене туллин татса пани. Çакнах министр та  палăртса хăварнă.  Тата тепĕр тесен, регионта экологи ыйтăвĕ те кирлĕ пек шайра пурнăçланса пырать, çакă та пысăк витĕм кӳни куçкĕретех.  

«Бизнеса аталанса пыма мĕнпур влаç органĕсенче тăрăшакансем яланах уççăмăн ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă министр. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ тата çакна та палăртса хăварнă, пĕлтĕр Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ улттăмĕш вырăна тухнине ырă хыпара каланă. Чăннипех те регионта питĕ хăватлă инфратытăм çĕкленнине, бизнес-пĕрлешӳсене вăй илме аван тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  Наука пайне, экономикăра кирлĕ специалистсене хатĕрлеме сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине палăртнă вăл, çĕнĕрен те çĕнĕ ресурс центрĕсем  республикăра çĕкленсе пынине асăннă.  Инвесторсене валли кирлĕ пек условисем хатĕрлес, Чăваш Енре промышленноç пайне ӳстерес тĕлĕшпе индустри паркĕсем те хута каяççĕ.

«Пысăк производствăсем хута яма, аграри пайĕнче ĕçлеме пирĕн регионта питех те меллĕ. Кадр ыйтăвĕсене те татса пама пулать. Инвестици хывас текенсемшĕн çав тери чаплă республика пулса тăчĕ. Нимĕн те иккĕленмесĕрех пуçаруллă çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе ĕçлесе пыма та лайăх», - тесе хăй сăмахне каланă министр.

Раççейри тата СНГ RocaGroup генеральнăй директорĕ Антонио Линарес докладра хăйсен компанийĕпе паллаштарнă, ырă тĕслĕхсем çинчен чарăнса тăнă, Чăваш Енри производство пирки каласа кăтартнă. «Пирĕн Раççейре 7 завод, вĕсенчен виççĕшĕ Чăваш Республикинче вырнаçнă. Çакă чăн-чăн ырă тĕслĕх - пысăк çитĕнӳ», - тенĕ вăл.  Уçă калаçăва влаç яланах хапăл пулнине асăннă сумлă ертӳçĕ.   

Чăваш Республикинчи предприятисен представителĕсем хăйсен организацийĕсем пирки презентаци ĕçĕпе паллаштарнă, таварсен пахалăхĕ çинчен каласа кăтартнă.  

Юлашкинчен пысăк мероприяти вĕçленес умĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ют çĕршыври компанисен представителĕсен ыйтăвĕсем çине хуравсем панă. 

Аса илтеретпĕр, Европа бизнесĕн пĕрлешĕвĕ коммерцисĕр организаци шутланать. Вăл 1995 çулта йĕркеленнĕ.  Пурĕ 500 компани Раççейре ĕçлет.

2011 çулта çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинче АЕБ генеральнăй директорĕ Франк Шауфф ĕçлĕ визитпа пулнă,  регионта ROCA GROUP завода торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.  Кунсăр пуçне 2017 çулта ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин презентацийĕ РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче иртнĕ, ун чухне те ют çĕршывсенчен 90 ытла представитель пирĕн регионпа паллашма кăмăл тунă. 

Фоторепортаж



30 мая 2017
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter