Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланине тишкерекен комиссин пĕрлехи ларăвне хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланине тишкерекен комиссин пĕрлехи ларăвне хутшăннă. Паянхи комиссин пĕрлехи ларăвне кĕртнĕ ыйтусене  РФ Президенчĕн 2012-мĕш çулта çу уйăхĕнче алă пуснă указĕсенче палăртса хăварнă пулнă.

Хальхинче канашлура виçĕ ыйтăва тĕпе хурса ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри нумай функциллĕ центрсенче патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курасси,  социаллă сферăри пулăшу пахалăхĕсен никама пăхăнман хаклавĕ, граждансене аварийллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарасси.

Паянхи ларăва уçнă май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парас ĕçре çĕнĕ çитĕнӳсем вăй илнине, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ, культура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем те кулленех кун йĕркинче тăнине палăртнă.

Владимир Путин регионсен ертӳçисен ĕçне хакланă, ĕç ушкăнĕсен тухăçлăхĕ пирки чарăнса тăнă. «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче, нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах, ăçта актуаллă ыйтусене тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă, граждансен чи çивĕч ыйтăвĕсене вăхăтра татса пани куçкĕретех.  Кăтартусем те çук мар», - тенĕ вăл.    Пысăк çитĕнӳсем малалла ăнтăлмалли тĕп тĕллевсем пулса тăмаллине те асăннă Раççей Президенчĕ.  Çу уйăхĕнче алă пуснă указсем Раççей Правительствин приоритечĕсем пулса тăнине, тĕрлĕ программăсемпе плансенче те пысăк витĕм кӳнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ пулнă май, вăл Мускавра РФ Патшалăх Канашĕн ĕç ушкăнĕн ертӳçи пулса, граждансене аварийллĕ çуртсенчен куçарассипе çак асăннă ыйтупа тĕплĕн доклад тунă. Регион Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 600№-лĕ указа пурнăçласа ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн паллаштарнă. Вăл хăйĕн тишкерĕвĕнче республикăн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки каласа кăтартнă.  

Раççей Федерацийĕн строительство министрĕ Михаил Мень хăйĕн сăмахĕнче  2008-мĕш çултан пуçласа программăпа килĕшӳллĕн, пурĕ 860 пин çынна пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарнине пĕлтернĕ. Пурĕ планпа пăхса хăварнинчен 600 №-лĕ Указа 73 процент пурнăçа кĕртнине палăртнă, халлĕхе пурĕ те РФ 14 регионĕ ыйтăва туллин татса панине палăртнă РФ строительство министрĕ. Тата та 49 субъектĕнче программа 70 процент пурнăçланни курăнать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Михаил Мень Раççей Федерацийĕнчи регионсене  ăçта программăна вăхăтра тата туллин пурнăçланă,  вĕсене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу парасси пирки ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ.  Ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсене, енчен те çурт-йĕрсем хута янă объектсенче кăлтăксем тупса палăртсан, вĕсене вăхăтра пĕтерессишĕн çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче чи пысăк пĕлтерĕшлĕ, граждансен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă актуаллă ыйтăва  вырăнтан хускатасси пирки совет самани вăхăтĕнчи ертӳçĕсем  пуçласшăн пулнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшӳллĕн çĕршывра граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма тата вĕсен хăрушсăрлăхне ӳстерме май паракан патшалăх программи ăнăçлă ĕçленине палăртнă.  Ăна пурнăçа кĕртнĕ чухне тĕл пулакан чăрмавсене вăхăтра сирмешкĕн норма-право базине улăштарас тесе питĕ пысăк ĕç туса ирттернине асăннă. Владимир Путин çак йывăрлăха татса парас енĕпе хăй çине пысăк яваплăх илнине каланă республика Ертӳçи.  

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе, унăн ирĕкĕпе халăх юрăхсăр çуртсенчен хăтăлать.  Тахçанхи историллĕ пулăм паян кулленех пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Эпир çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен тĕрлĕ мелсемпе куçарса пыратпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăсса. 

Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет бюджетĕнчен тăкакланмасăрах граждансене ятарлă ĕç хучĕсемпе – договорсемпе пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарса пыраççĕ.  Программăна вăхăтра тата тухăçлă пурнăçа кĕртсе пырас тесе, объектсене хута яма çĕр лаптăкĕсене нимĕнле конкурс ирттермесĕрех тивĕçтереççĕ. «Кун пек йышăну туни, паллах, проект хатĕрлес ĕçе вăраха тăсассинчен пăрать», -  тенĕ вăл докладра.

Ĕç ушкăнĕн ертӳçи Михаил Игнатьев çынсене хăрушлăхсăр  пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине асăннă.

Прогноз тăрăх, 2025-мĕш çул тĕлне çĕршывра пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсен калăпăшĕ 42 миллион тăваткал метр чухлĕ пуласси паллă. Паянхи куна илес пулсан, 2012-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн,  çуртсен калăпăшне пĕтĕмпе 9 миллион тăваткал метр чухлĕ шута илнĕ те. «Тепĕр пысăк ĕç  - йывăрлăха татса пама пулăшакан ятарлă çирĕп йĕрке пăхса тухса йышăнса хăварасси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ытларах чухне бюджетран кĕмен укçа-тенкĕне те явăçтармаллине асăннă регион Ертӳçи.  «Пĕр енчен палăртас пулсан, никамăн та «урама» тăрса юлмалла мар. Пур-пĕрех ĕçе йĕркелесе пынă чухне, тĕрĕслĕх хуçаланмалла, халăхăн социаллă витĕмлĕхне те тĕпе хумалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   Малашне ĕçлеме пултаракан граждансен программăна пурнăçа кĕртнĕ чухне шута илмелле. Харпăр хăй тĕллĕн çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса паракан çынсене витĕм кӳрессишĕн тăрăшмалла.  Программăна пурнăçламалли мелсем: вĕсенчен пĕри – территорисене анлăлатса пырасси, тепри вара çурт-йĕр рынокĕнчи аренда пайне ӳстерсе вăй илтерсе пырасси, виççĕмĕшĕ -  ятарлă фонд туса хумалла, авариллĕ пӳртсенчен куçакан граждансем валли сертификатсем хатĕрлемелле тата ытти те. «Çак асăннă механизмсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртес тесессĕн, Раççей Федераци шайĕнче нормативлă базăна çĕнетмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 

Хăйĕн докладне вĕçлес умĕн, Михаил Игнатьев граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарасси хăйне евĕр пысăк тухăçлăх кӳнине асăннă.  «Пĕр енчен калас пулсан, эпир граждансен социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк ыйтăвне татса патăмăр.  Тепĕр енчен палăртас пулсан, финанспа экономика тĕлĕшĕнчен  çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче строительство пайĕнче ĕçлекенсене 550 миллиард тенкĕлĕх шанчăклă патшалăх заказĕпе тивĕçтерни куçкĕретех.   Апла пулсан, пиншер пиншер çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.  Эпир паян çирĕппĕн калама пултаратпăр, Раççей Президенчĕн йышăнăвĕ халăхшăн çав тери ырă та яваплă пулăм пулса тăнине.  Патшалăх политикин тĕрĕс çул-йĕрĕ никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

ЖКХ реформăлассипе ĕçлекен фондăн генеральнăй директорĕ Константин Цицин ларăва çапла хакланă:

 «Фондăн пĕтĕмĕшле ĕç опычĕ – çав тери ăнăçлă проект финанс тĕлĕшĕнчен.  Чи малтанах Федерацин 185 №-лĕ саккунне йышăнсанах, паллă пулчĕ мĕнпур ĕçсен йĕркине çирĕп пăхса хăварнă.  Ĕçе тухăçлă пĕлсе йĕркелени – кулленех  Раççей Правительстви палăртакан ыйтусене çийĕнчех татса пама витĕм кӳчĕ.  

 Чăваш Республики пирки калас пулсан, паянхи куна нимĕнле ăнланманлăх та чăрмавсем те пирĕн çук.  Финанс ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă, республикăна вĕсене вăхăтра куçарнă.  Эпир шанатпăр, 2017-мĕш çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çӳлерех асăннă ыйтăва туллин тĕпрен татса парассине.  Регион хăй çине илнĕ яваплăха пурнăçласса ĕненетпĕр.

  Доклада эпир пĕрле пăхса тухса кăсăклă хатĕрлерĕмĕр. Пирĕн енчен тăратнă сĕнӳсем те паянхи ларура халăх патне илсе çитрĕç», - тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



04 мая 2017
18:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter