Чăваш, вырăс е тутар… Пире терроризм кирлĕ мар!

Юлашки çулсенче терроризм хыпарĕсем вăрçă вăхăтĕнчи пек саланаççĕ: унта сирпĕтнĕ, кунта çынна пуснă... Илтетĕн те чун сỹỹỹ! туса каять. Игил тата алкаида евĕр пĕрлешỹсем тĕн хыçне пытанса сăтăр хыççăн сăтăр тăваççĕ, нимпе айăпа кĕмен çынсен юнне юхтараççĕ, тин çеç пурăнма тытăннă ачасен ĕмĕчĕсене татаççĕ... Кунран-кун тискер чĕр-чунсенчен те хăрушăрах алхасакан террористсене нимĕн те тытса чараймасть тейĕн. Вĕсем хăйсен ушкăнĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ çынсене явăçтараççĕ. Ытларах чухне ăс-тăн енчен çирĕпленсе çитеймен çамрăксене илĕртеççĕ.

Çаксене шута хурса тата халăх хушшинче терроризмăн чăн-чăн сиенне уçăмлăн сăнласа кăтартма Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче "Терроризмăн тĕнĕ çук!" ятпа республика шайĕнчи семинар-практикум йĕркеленĕ. Унта республикăн тата районсен терроризма хирĕçле Комитетсен, культура, вĕрентỹ, шалти ĕçсен министерствисен, Тĕн управленийĕн, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсен тата Канаш хулин администрацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

"Терроризмпа экстремизма пурте пĕрле кар! тăрса кĕрешсен çеç ăна çĕнтерме, тĕп тума пулать, - тесе пуçларĕ мероприятие Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин. - Ачасене шкул сакки çине ларичченех пирĕн, аслисен, мирлĕ вăхăтра çеç телейлĕ пурнăç пулни çинчен ăнлантармалла. Игил евĕр ушкăнсем хăйсен тискер ĕçĕсене мăсăльман тĕнĕ хыçне пытанса пурнăçлаççĕ. Асра тытăр, нимĕнле тĕн те çынна усал тума, вĕлерме, асаплантарма вĕрентмест!" Çак шухăша малалла Мускав тата Раççейĕн Центральнăй регионĕн муфтийĕ Альбир-хазрат Крганов тăсрĕ: "Коран çинче те, Псалтырьте те çынсен туслă пурăнмаллине вĕрентнĕ. Чăн ĕненекен çын - тутар и вăл, чăваш е вырăс тата ыттисем те - хăйсен аппăшĕ-тетĕшне, шăллĕ-йăмăкне вĕлермест. Чĕр-чун та хăйĕн йышĕпе пурăнать. Террористсем вĕсем тискер чĕр-чунсенчен те кăрарах. Пирĕн халь çамрăксем хушшинче çак ушкăнсенчи çынсем нимĕнле тĕне те ĕненменнине ăнлантарса памалла, тĕне уйăрмасăр пĕр-пĕрне сума сумаллине, ĕçне кура хисеплемеллине вĕрентмелле".

Малалла мероприяти темиçе ушкăна пайланчĕ: пĕрисем Мускавран килнĕ С. Яковлева психолог ертсе пыракан лекцие итлеме кайрĕç, теприсем Хусантан килнĕ Л. Астахова ирттерекен практика занятине хутшăнчĕç, виççĕмĕшсем "çавра сĕтел" тавра пуçтарăнса тĕн представителĕсемпе пĕрле "Яллă вырăнсенче терроризмпа экстремизм сĕмĕсенчен сыхланмалли тĕн профилактикин пĕлтерĕшĕ" темăпа калаçу ирттерчĕç. Н. Никитина.

Комментари

Ферид Гибатдинов, тутарсемпе чăвашсен наципе культура автономи Совечĕн председателĕ:

"Хальхи пурнăçра этем мĕнпе те пулин кăсăкланмасан, мĕнле те пулин ăнтăлу пулмасан нихăçан та малалла каяймĕ. Çакнашкал çынсене явăçтарма тăрăшаççĕ те ĕнтĕ терроризмпа çыхăннă çынсем. Чăваш Республикин кăнтăр районĕсенче ытларах нумай нациллĕ çынсем пурăнаççĕ: тутарсемпе чăвашсем, вырăссемпе ирçесем çемье çавăраççĕ, ача-пăчаллă пулаççĕ. Çакнашкал килĕштерсе пурăнсан, ман шутпа, пире нимĕнле экстремизм та хăратмĕ. Ача садĕнченех çак шухăшсене тĕпе хурса воспитани пама тытăнсан, тĕн урокĕсем ирттерсен мирлĕ пурнăçа тытса пыма пултарăпăр".

 



04 мая 2017
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter