Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Радио кунĕ ячĕпе саламлани

Ҫыхӑну хатӗрӗсен, радиопа телевиденин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявĕ – Радио кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Пурнăç саманинче   çыхăну тытăмĕсĕр хальхи çын пурнăçне куç умне кăларма та май çук.

Радиотелекоммуникаци тытăмĕ кулленех вăй илсе пырать.

Çыхăну отраслĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен професси шайĕ пысăк пулнине кура,  пулăшу пахалăхĕ ӳссе пырать. Пурнăçа ытларах та ытларах хальхи йышши информаци технологийĕсем ĕçе кĕреççĕ, медиахутлăх тухăçлăн аталанать, мобильлĕ çыхăну вăй илет, халăхсем хушшинчи çыхăнусем анлăн сарăлса пыраççĕ.

 Кăçал Чăваш Енре  Раççей шайĕнчи радиостанцисем уçăлчĕç.

2017-мĕш çулта Наци телекуравĕпе Наци радиовне спутник урлă халăх патне çитермелле турăмăр. Çак ĕçе йĕркелесе ирттерни – телерадио хыпарĕсене итлекенсен тата куракансен йышне ӳстерме май пачĕ.

Чи пахи  вара тата пысăк пĕлтерĕшли -   Раççейри мĕнпур регионĕсенче, ют çĕршывсенче пурăнакансем нимĕнле чăрмавсемсĕрех Чăваш Ен пирки тĕрлĕ хыпарсене итлеме е курма пултараççĕ.   

Çыхăну пайĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсене ырми-канми ĕçленĕшĕн,  хальхи йышши информаци технологийĕсене аталантарма витĕм кӳнĕшĕн тав тăватăп.

Малашне те пултарулăхра çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатăп, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртсе пыма ырлăх сывлăх, телей, иксĕлми вăй-хал сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                     Михаил Игнатьев



06 мая 2017
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter