25 пин ытла çын Шупашкарта Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă

 


25 пин ытла çын  Шупашкарта Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннă.

 Шкул ачисем, студентсем, çамрăксен организацийĕсем вăрçă историне, хăйсен пуласлăхĕшĕн çапăçу хирĕсенче пуç хунă аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне манманнине ĕнентерчĕç, хула урамĕсемпе вĕсен портречĕсене йăтса утнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа çак паллă пулăмра пулнă.  Вĕсем хăйсен çывăх тăванĕсен портречĕсене йăтса утнă.  Михаил Игнатьевăн ашшĕ – Василий Игнатьевич, Балтика флотĕнче çарта пулнă, патшалăх наградисене тивĕçнĕ пулнă,  аслашшĕ – Семенов Николай Алексеевич, вăл Псковск облаçĕнче (Калининский)  вăрçă хирĕнче  тăшмана хирĕç çапăçса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Ĕмĕр асра тытмалли Аслă Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уява пухăннисене  саламланă май: «Эпĕ хамăн аттепе тата асаттепе мăнаçланатăп.  Вĕсен паттăрла ĕçĕсем ачасемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Ун чухне эпир тата та вăйлăрах пулăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикинче çак паллă пулăма мĕнпур районсемпе хуласем анлăн хутшăннă.   

Фоторепортаж



09 мая 2017
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter