Шупашкарта «Çĕнтерӳ» Мемориал комплекс умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунине халалласа чĕрĕ чечексенчен ăсталанă кăшăлсем хунă

 Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта «Çĕнтерӳ» Мемориал комплекс умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунине халалласа чĕрĕ чечексенчен ăсталанă кăшăлсем хунă.

Торжествăлла церемонире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем,  Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитчĕ Варнава, Чăваш Енри мусульмансен Управленийĕн Председателĕ Мансур Хайбуллов, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Олег Николаев, Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕ  Геннадий Федоров, федерацин тĕрлĕ службисен регионти ертӳçисем, Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  Иван Моторин,  Шупашкар хула ертӳлĕхĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем, тĕрлĕ партисен представителĕсем, обществăлла организацисенче ĕçлекенсем, кадетсен шкулĕнче вĕренекенсем, хулари халăх пуçтарăннă.    Йăлана кĕнĕ тăрăх, торжествăлла пая пухăннисем минутлăха шăплăха тытнă. Хыççăн монумент умне чĕрĕ чечексем хунă.

 Çарта пуçне хунă салтаксене асăнса Иоанн Воин часавайĕнче кĕлĕ иртнĕ.

Церемони вĕçленес умĕн Михаил Игнатьев ветерансемпе тĕл пулса калаçнă, вăрçăн тумхахлă çулĕсем пирки канашланă, вĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тунă, вилĕмсĕр паттăрсен ячĕсене ĕмĕрех асра тытнине каланă.

Ветерансен паттăрлăхĕ тăрăшса ĕçлеме, Тăван çĕршыва чунтан парăнса тăма хавхалантарнине палăртнă Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



09 мая 2017
12:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter