Чăваш Республикин тĕп хулинче Хĕрлĕ лапамра уяв парачĕ иртнĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă

 


Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Хĕрлĕ лапамра   уяв парачĕ иртнĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хутшăннă.

Парадра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, РФ Федераци  Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳлĕхĕсем, тĕрлĕ политика партийĕсен членĕсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем, пĕр сăмахпа палăртас пулсан республикăри мĕнпур халăх йышлăн пухăннă. 

Парада тухнисене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Аслă тĕп ертӳçĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин яланах Çĕнтерӳ кунĕ халăх асăнче ĕмĕрлĕх асра юлнине, историри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе калать.  Вăл халăх пĕрлĕхне, хăюллăхпа паттăрлăха тата Тăван çĕршыва чунтан юратнине сăнарлакан çутăран та çутă символ пулса тăрать тет.  Паттăр салтаксем çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн пурнăçне хунă», - тенĕ сăмахсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Пĕтĕм тĕнчешĕн Аслă Çĕнтерӳ историлле пулăм пулса тăчĕ, Совет çарĕн салтакĕсем тăшманран пире хăтарнă, мирлĕ пурнăç парнеленĕ тенĕ вăл.

«Çĕнтерӳ тăвассишĕн мĕн пур фронтра паттăрăн хӳтĕленĕ, тылра та ырми-канми тăрăшнă. Миллионшар çын хăйĕн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Çитĕнекен ăушăн яланах салтаксен паттăрла ĕçĕсем тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çĕнтерӳ тăвассишĕн Чăваш Республикинче пурăнакансем сахал мар витĕм кӳнĕ.  Пирĕн регионтан 208 пин çын вăрçă хирне тухса кайнă.  Вĕсенчен 106 пин çын вăрçăран каялла тăван киле таврăнман.  Кашни çемье хăйсен çывăх çыннисене, тăванĕсене вăхăтсăр çухатнă.

«Çĕнтерӳ кунĕ пирĕнтен аякран та аякка хыçа юлса пырать. Вăрçăра паттăррăн çапăçнă салтаксен йышĕ кунран кун сахаллансах юлать. Пирĕн пысăк тивĕç – паттăр салтаксене нихăçан та манмалла мар,  Мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне  асра тытасси, чапа кăларасси тата историе суеçтерсе кăтартма хăтланнă пӳтсĕрле пулăмсене сиресси. Пире ирĕклĕ çĕршывра пурăнмашкăн таса тӳпе парнеленĕ, Тăван çĕршыв хăватне тата ентешĕмĕрсен ырлăхне тĕреклетмешкĕн çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантаракан ветерансем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр тата чĕререн тав тăватпăр. Хаклă ветерансем, сывлăхăр çирĕп, пурнăçăр тулăх та хăтлă пултăр, чун хавалĕ тапса тăтăр!», - тенĕ регион Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев.

Шупашкарти электроаппарат завочĕн ветерансен канашĕн председателĕ Станислав Краденов хăйĕн сăмахĕнче, Çĕнтерӳ кунĕ пĕтĕм тĕнчери халăх уявĕ пулса тăнине асăннă. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн пĕтĕм чун чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. 

Çамрăк ăру ячĕпе ветерансене Шупашкарта Кадетсен шкулĕнче вĕренекен 3-мĕш класс хĕрачи Милана Майорова ăшшăн саламланă. «Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр. Сирĕнтен яланах тĕслĕх илме тăрăшатпăр», - тенĕ вăл.

Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра уяв ячĕпе митинг тата вырăнти гарнизон подразделенийĕсен полкĕн парачĕ иртнĕ. Парада Чăваш Енри çар комиссарĕ, полковник Александр Мокрушин йышăннă. Парада йĕркелесе ертсе пыраканĕ Чăваш Енри çар комиссарĕн çумĕ Александр Исаев пулнă.  Парадра чи малтанах  параппан çапакан çамрăк яшсемпе хĕрсем хыççăн Шупашкарти кадет шкулĕн курсанчĕсем утнă. Чăваш Енри управленийĕн полици академийĕнче вĕренекенсем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă, чикĕ хуралĕнче тăнă ветерансем, МЧС, таможня, суд приставĕсен, Шалти ĕçсен министерствин ведомство тулашĕнчи хуралĕн, патрульпе пост, çул-йĕр патрулĕн службисенче йĕркелĕхе тытса пыракансем тата ыттисем те хутшăннă.

 Çар техникин парачĕ те чаплă пулнă. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чапа тухнă Т-34 танк, "Катюша" ракета комплексĕ кăна мар, хальхи вăхăтра çарта усă куракан "Тигр" бронеавтомобиль, БТР-80 бронетранспортера улăштарма пултаракан çăмăл броньлĕ "Выстрел" автомобиль те, ытти йышши техника та нумай пулнă. Парадра хулари 14-мĕш №-лĕ кадет шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ăсталăхĕпе пурне те савăнтарнă, Çĕнтерӳ Ялавне Хĕрлĕ лапам тăрăх йăтса утса пурине те хавхалантарнă.  

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2



09 мая 2017
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter