Йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлса кайнă салтаксен палăкĕ умне чечексем хунă

 


Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи Тăванла масара республикăри ятарлă ертӳçĕсем çитсе килнĕ, Шупашкарта госпитальте вилнисене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Пухăннисем чи малтан паттăр салтаксене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă.  Каярах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунине палăртса юрăсем юрланă.  Палăк умне чечек çыхисене ветерансен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи, республика тата муниципалитетсен ертӳлĕхĕ, шкул ячисемпе хулара пурăнакан мĕнпур халăх ячĕпе кăшăлсем хунă. 

Тăванла масарта пĕтĕмпе 80 салтака тирпейлесе пытарнă.  Пурĕ Чăваш Республикинчен фронта 200 пин çын кайнă. Вĕсенчен çури ытла  тăшмана хирĕç паттăрăн çапăçса вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, каялла тăван кĕтесе çитеймен. 

Аса илтеретпĕр, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 10 сехетре Çар мухтавĕсен   монуменчĕ умне чечек çыннисем хураççĕ.  Каярах 12 сехетре Хĕрлĕ Площадьре  торжествăлла митнинг иртет. Кайран вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине палăртса «Вилĕмсĕр полк» шестви иртет.  

Фоторепортаж



09 мая 2017
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter