Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçипе Роман Старовойтпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçипе Роман Старовойтпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем регионта çул-йĕрсем аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Инфратытăма аталантарассипе йышăнакан проектсене пурнăçа кĕртсе пырасси çинчен пӳпленĕ.

Роман Старовойт хăйĕн сăмахĕнче   Çул-йĕр фончĕ Чăваш Республикинчи объектсене тирпейлесе сарма пурĕ 5 млрд 103 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Кăçал çак палăртнă укçа-тенкĕрен 4 млрд тенкине региона куçарса пама та ĕлкĕрнине палăртнă. Çул-йĕр хуçалăхĕ хăйне шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçласа пырать.  Палăртма кăмăллă, автомашина çулĕсем çав тери паха. Кулленех çĕнĕрен те çĕнĕ çулсем куçа илĕртеççĕ.  Республикăра пурăнакансем валли  объектсене вăхăтра пурнăçа кĕртсе пыраççĕ тесе палăртнă вăл. 

Сăмаха май, Шупашкарти Мускав  кĕперне реконструкцилеме  федераци енчен уйăрнă 130 млн пулăшăва та туллин тухăçлă усă курнине каланă.   Çак укçана кăçал ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче куçарасси пирки йышăну тунă.  Федерацин çул-йĕр фончĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли документпа тӳр килет.

Кунсăр пуçне Шупашкарти транспорт инфратытăмне комплекслă аталантарассипе йышăннă Программăна тĕпе хурса, кăçал регионти 94,9 çухрăм çул-йĕре тирпейлесе сарма тĕллев лартнă. 

Фоторепортаж



01 июня 2017
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter