Чăваш Республикипе ТехноНИКОЛЬ Корпорацийĕ хушшинчи малашлăхр çыхăнусене сӳтсе явнă

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ТехноНИКОЛЬ Корпорацийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин советникĕ Сергей Колесников ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, çĕнĕ технологисене строительство пайĕнче пурнăçа кĕртсе пырасси пирки канашланă. ЖКХ, строительство тытăмĕ валли кирлĕ пек паха специалистсем хатĕрлесе кăлармалли çинчен сӳтсе явнă.

  Сăмаха май, ертӳçĕсем Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствипе Шупашкарти строительство техникумĕ хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетесси пирки сăмах хускатнă.

Палăртса хăваратпăр, Шупашкарти строительство техникумĕпе ТехноНИКОЛЬ Корпораци 2013-мĕш çултанпах тĕвĕленнĕ çыхăнусене паянхи кунта çирĕп тытать.  Техникумăн бази çумĕнче ТехноНИКОЛЬ Строительство Академийĕн вĕренӳ центрне хута янă. Строительство пайĕнче ĕçлеме пултаракан чаплă специалистсем хатĕрлессипе тимлет центр. 

Сергей Колесников хăйĕн сăмахĕнче центрта çĕнĕ технологисене ĕçлеттересси пирки те чарăнса тăнă. Учрежденийĕн пурлăхпа техника базине çĕнетесси çинчен канашланă.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство пайĕнче пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайри хатĕрĕсемпе ĕçлемеллине тарăн палăртса хăварнă.    

Вĕренӳ центрĕнче çулсерен 600 çын ăс пухать. Вĕренсе тухнă специалистсем çуртсен тăррисене те витме ăста, юсав ĕçĕсене те паха тума пултараççĕ.

"Строительная Академия ТехноНИКОЛЬ" ТМЯО ресурс центрне тĕрлĕ хатĕрсемпе тата вĕренӳре кирлĕ литературăсемпе тивĕçтерет.  Центр ертӳçи  тата кунта вăй хуракансем ятарлă пĕлӳ илнĕ. Квалификаци пĕлĕвне вĕсем Мускавра, Хусанта кулленех ӳстерсе пыраççĕ.    

Фоторепортаж



01 июня 2017
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter