Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ĕçсене вăраха тăсмасăр, кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă

 Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2017-мĕш çулта Республика кунне хатĕрленессипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Канашлу ĕçне çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, тĕрлĕ министерствăсен ертӳçисем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем хутшăннă. Уяв мероприятийĕн ĕç планĕпе килĕшӳллĕн тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче ытларах «Раççей регионĕсем - çĕнĕ ӳсĕмсем» экономика форумĕн тĕп саманчĕсем çинчен каласа кăтартнă.  Анлă мероприятине çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче ирттерме палăртнă.  Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулать.  Программăра ирхи апатлану, унта çĕршыври тĕрлĕ регионсенчен паллă предприятисемпе организацисен ертӳçисем пулĕç, патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем хутшăнĕç.  Ют çĕршывсенчен те пысăк компанисем килсе çитме кăмăл тунă.

Кунсăр пуçне ОПОРА РОССИИ тата стратегиллĕ пуçарусен Агенстви форум пайĕнче «Бизнес – ăнăçу» Атăлçи федераци округĕнчи Наци предпринимателĕсен премине йĕркелесси пирки йышăну тунине пĕлтернĕ.  Палăртнă мероприятине ĕç тăвакан влаç органĕсенчен ятарлă представительсем хутшăнасси те каланă.

«Контур» суту-илӳ центрĕнче «Регионы – сотрудничество без границ» регионсем хушшинчи курав иртет.  Вăл çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырать.  Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе курава хутшăнма кăмăл туни çинчен 98 заявка тăратнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев уявăн культура программи пирки чарăнса тăнă. Яланхиллех хулари Хĕрлĕ лапамра  уявăн тĕп мероприятийĕ пулать. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль курăмлă кăçал та иртесси паллă тесе асăннă министр хăйĕн сăмахĕнче.  

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Амăшĕн Монуменчĕ умĕнче Раççейĕн ачасен хорĕ халăх патне тухĕ, хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарĕç. Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕ» çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулать.   

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче тавралăха тирпей-илем кӳртесси пирки каласа кăтартнă. Уява хатĕрленсе мĕнпур мероприятисене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçленессине шантарнă.

Пăрачкав районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев муниципалитетри ĕçсемпе паллаштарнă, тĕп уявăн программи çинчен чарăнса тăнă.  Районта кулленех экологи субботникĕсем иртнине, çулсене тирпейленине пĕлтернĕ. 

Йĕркелӳ комитечĕн членĕсем хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки каланă, тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев уява хатĕрленсе ирттерес ĕçсене вăраха тăсмасăр, кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă. 

Фоторепортаж



01 июня 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter