Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тюмень облаçĕн Губернаторĕ Владимир Якушев икĕ Правительство хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарасси çинчен ĕç хутне çирĕплетнĕ

 

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тюмень облаçĕн Губернаторĕ Владимир Якушев икĕ Правительство хушшинче суту-илӳ, экономика, наукăпа техника, социаллă тата культура пайĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли пирки, ĕçлĕ çыхăнусене сарасси çинчен ĕç хутне  çирĕплетнĕ.

 

Документпа килĕшӳллĕн, промышленноç сферинче, АПК тытăмĕнче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнче, наука, тĕпчев, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче, культурăпа туризмра пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса ĕçлеме  ирĕклĕ.  

«Чăваш Республики тĕрлĕ ĕçлĕ çыхăнусене кулленех сарса пырать.  Çаксем пирĕн региона республика тулашĕнчи субъектсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме витĕм кӳреççĕ, вĕсен рынокĕсене тухма пулăшаççĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, паянхи пулăма пĕтĕмлетсе.   

Чăваш Ен Тюмень облаçĕпе тахçантанпах партнерла çыхăнусемпе ĕçлет. Республика электротехника кластерĕн предприятийĕсен таварĕсемпе, апат-çимĕç, хими пайĕнчи  тĕрлĕ хатĕрсене ытти регионсене те çав шутрах çӳлерех асăннă субъекта та кулленех тивĕçтерет. Чăннипех те, республикăн таварсен çаврăнăшне ӳстерсе пыма çителĕклĕ условисем пулнине, регионăн потенциалĕ те пысăк тесе каланă Михаил Игнатьев.

Тюмень облаçĕн Губернаторĕ Владимир Якушев   хăйĕн сăмахĕнче, республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа конструктивлă çыхăну тытни, тĕрлĕ хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăма май панине, оперативлă йышăнусем тума пулăшнине асăннă.

«Агропромышленноç пайĕнчи ӳсĕмсем пирки калас пулсан,  пĕр-пĕрин паха опычĕсене  эпир тĕпе хурса ĕçлетпĕр.  Гуманитари тытăмĕнче те сахал мар тухăçлă ĕçсем.  Культура пайĕнче те ырă енсем пур, чăвашсем пирĕн тăрăхра 8,5 пин çын пулнине шута илнĕ», - тенĕ Губернатор.

Вăл та çак ĕç хучĕ тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене сарма пулăшнине тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă.   

Аса илтеретпĕр, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче  Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем  хушшинчи экономика форумĕнче, стратегиллĕ пуçарусен çĕнĕ проекчĕсемпе ĕçлекен Агенство тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă.  

Ĕç хутне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата коммерциллĕ мар организацийĕн «АСИ»  АНО генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева алă пусса çирĕплетнĕ.

Фоторепортаж



01 июня 2017
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter