Стратегиллĕ пуçарусен çĕнĕ проекчĕсемпе ĕçлекен Агенство тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче  Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем  хушшинчи экономика форумĕнче, стратегиллĕ пуçарусен çĕнĕ проекчĕсемпе ĕçлекен Агенство тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă.  

Ĕç хутне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата коммерциллĕ мар организацийĕн «АСИ»  АНО генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева алă пусса çирĕплетнĕ.  

Чăваш Республикин территорийĕнче Килĕшӳ хучĕ  пĕр-пĕрин паха ĕç опытне тĕпе хурса пыма хистет, Агенствăн  «Тĕрĕс йышăнусен лавкки»  проекчĕпе килĕшӳллĕн тата Пĕтĕм Раççейри финансистсен чи ăста практиксен ăмăртăвĕн  тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пуçарăвĕсене шута илме пулăшать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев организацийĕн ертӳлĕхне тата АСИ ĕçченĕсене конструктивлă майпа ĕçлесе пынăшăн тав тунă. «Чăваш Республикинче влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансем стратегиллĕ пуçарусен Агенствипе тачă килĕшсе яланах ĕçлеççĕАктуаллă ыйтусене пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене шута илсе тĕрĕс йышăнусем тума тăрăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Светлана Чепушева  хăйĕн сăмахĕнче АСИ чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан регионсемпе кăна килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнине каланă.  Пысăк пуласлăхлă субъектсемпе ĕçлеме лайăх тенĕ вăл.

«Эпир ытларах тухăçлă ĕçлесе пыракан регионсен ĕçĕсене тĕпе хурса пыма тăрăшатпăр, вĕсене çĕршывĕпе салатса, чи паха тĕслĕх вырăнне хурса ĕçре усă курма чĕнсе калатпăр», - каланă ертӳçĕ.

Аса илтеретпĕр, çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форум ĕçĕнче пулать.

Ĕнер  пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн Раççей форумĕн ĕçĕнче ПМЭФ площадкинче пулнă, мероприятийĕн анлă сессине хутшăннă, монохуласем бизнеса аталантарма пулăшакансем текен ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



01 июня 2017
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter