ПМЭФ-2017 мероприятинче «БТК групп» организаципе республикăн пуласлăхри çыхăнусен çул-йĕрĕсене сӳтсе явнă

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «БТК групп» генеральнăй директорĕпе Георгий Драчевпа ĕçлĕ çыхăнусем пирки пӳпленĕ, Чăваш Енре çĕнĕ производствăсем уçасси çинчен сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, Сочире Раççей инвестици форумĕнче, нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Правительстви тата «БТК групп» компани пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăнусене сарасси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Документ тĕрлĕ  пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать.

Георгий Драчев  хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республики çав тери ăнăçлă аталанса пыракан регион пулнине асăннă, килĕшĕве тĕпе хурса малашне те ĕçлĕ çыхăнусене татса пыма хатĕр пулнине каланă.     

Палăртса хăваратпăр, «БТК групп» - Раççейри чи паллă пысăк предприятисенчен пĕри. Бизнес тытăмĕнче вĕсен таварĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ, пахалăх енчен те çӳллĕ шайра пулнине предприятисемпе организацисем пĕр хутчен çеç мар çирĕплетсе панă. Пысăк технологи вĕсен предприятинче кулленех вăй илсе пырать.

Тачă çыхăнса ĕçлекен предприятисем вĕсен çаксем шутланаççĕ: «Аэрофлот – российские авиалинии» АУО, «Авиакомпания «Россия» АУО, «Российские железные дороги» АУО, «Газпром газораспределение» АУО, РФ Роснефчĕ тата ыттисем те.

Фоторепортаж



01 июня 2017
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter