Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе са­ламлатӑп!

Ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑ­нать, вӑл те­лейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе ту­­лать.

Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллăрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пул­­тартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑксене тӳрре кӑлар­ма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла.

Чӑваш Ен власть органӗсем ҫамрӑк ӑру хӑйӗн вӑй-халӗпе туллин усӑ курма пултармалли майсене ла­йӑхлатса пы­раҫ­ҫӗ. Республикӑра пысӑк тавракурӑмлӑ ачасемпе тӗл­левлӗн ӗҫ­леҫҫӗ, ҫа­м­рӑк­сен инноваци пултарулӑхӗн центрӗсене, ача­сен технопаркне йӗр­келенӗ, шкул ачисене професси пӗлӗ­вӗ памалли тата професси суйласа илме пулӑшмалли программӑсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫла­наҫҫӗ. Ҫамрӑксене ҫарпа патриот тата ӑс-ха­кӑлпа кӑ­мӑл-сипет воспитанийӗ парасси ҫине те тимлӗн пӑхат­пӑр.

Ача сачӗсемпе шкулсем тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ ан­лӑланса пырать.

Ҫапах та, паллӑ ӗнтӗ, пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫите­лӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗ­сене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ыт­ти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр.

Мӗнпур ачана Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма, телейпе са­вӑнӑҫ, сывлӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланма сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев



01 июня 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter