Чăваш Ен «КАМАЗ» ПАОпа ĕçлĕ çыхăнусене сармалли çĕнĕ мелсем пăхать

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «КАМАЗ» ПАО электромобильлĕ грузсен базинче пулнă, организацийĕн генеральнăй директорĕпе Сергей Когогинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.    

«КАМАЗ» ПАО  тĕрлĕ таварĕсем электроэнерги пайĕнчи тĕрлĕ условисемпе лару-тăрусенчи ыйтусене татса пама витĕм кӳреççĕ», - тенĕ Сергей Когогин.  Йăлари дизель-генераторсем атмосферăна çутçанталăка сиен кӳреççĕ.  Кирлĕ пулсан ытлашши те сасă кăлараççĕ. Вĕсен предприятийĕсенче калăпланса тухакан таварсен усси чылай лайăхрах пулнине палăртнă генеральнăй директор.  

Палăртса хăваратпăр, 2017-мĕш çулта  пуш уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе Татарстан Республикин Президенчĕпе Рустам Миннихановпа ĕçлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Ун чухне шăпах та, машина кластерĕсенчи çыхăнусене сарасси пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă пулнă,   «КАМАЗ» ПАО вăл тытăма кĕрет.   Килĕшӳ хутне тĕпе хурса, электротехника кластерĕнчи предприятисем Татарстанри машинăсен кластерĕн предприятийĕсен проекчĕсенче хутшăнма пултараççĕ.   

Экологи тĕлĕшĕнчен хăрушлăх кăларса тăратман транспорт тытăмне йĕркелесе яни - Чăваш Енпе Татарстан хушшинчи çыхăнусене тата та тухăçлăрах туса пыма витĕм кӳресси те паллă.

Фоторепортаж



01 июня 2017
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter