Чăваш Республики РФ 85 субъекчĕ хушшинче сывлăх сыхлавĕн ĕç тухăçлăхĕпе пиллĕкмĕш вырăнта тăрать

Чăваш Республики РФ 85 субъекчĕ хушшинче сывлăх сыхлавĕн ĕç кăтартăвĕсемпе, ĕç тухăçлăхĕпе пиллĕкмĕш вырăнта тăрать.  Апла пулсан,  республика тухăçлă ĕçлени куçкĕретех.  Кун пирки ырă хыпара, паян çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.

 Палăртнă мероприятинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  эксперт пулса доклад тунă.

Медицина пĕрлешĕвĕсен Ассоциацийĕн правлени председателĕ, йĕркелӳçĕ тата сывлăх сыхлавĕн управленийĕн Аслă шкулăн ертӳçи, вăлах мероприятине ертсе пыраканĕ те - Гузель Улумбекова хăйĕн сăмахĕнче, Раççей сывлăх сыхлавĕн пайне – халăхăн пурăнас кун-çулне 2025-мĕш çул тĕлне  76 çула çити çитерме  тĕллев лартнине асăннă.    Сывлăха упрассипе виçĕ  тĕп ĕçе çирĕп пăхăнса пымаллине каланă. Профилактика, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ, реабилитаци тата асăннă тытăмпа пĕлсе йĕркеллĕ ĕçлесе пырасси.   Пысăк çитĕнӳсем тăвас тесессĕн, çĕршывăн сывлăх сыхлавĕн стратегиллĕ пайне пăхса  йышăнса хăвармаллине каланă.  Çак ĕçе РФ регионĕсен те çивĕч пăхăнса тĕплĕн пăхса тухмаллине палăртнă.  Ăнăçу тăвасси пур шайри тытăмсем: сывлăх сыхлавĕн ертӳçисем, регионсен пуçлăхĕсем, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳлĕхĕсем, ĕçпе тивĕçтерекенсем, наукăпа тĕпчев, бизнес, халăх пĕр шухăшлă пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленинчен те нумай килнине асăннă председатель.

Çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ калаçăва хутшăннисем РФ сывлăх сыхлавĕн 2025-мĕш çулччен йышăннă стратегиллĕ ĕç планĕн приоритечĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Çынсене ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, сывлăх сыхлавĕнчи вĕрентӳ пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра канашланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче регион çĕр айĕнчи çутçанталăк пурлăхĕсемпе пуян пулманнине асăннă.  Регионăн тĕп пуянлăхĕ  – çынсем тенĕ.

Сывă нацине упраса хăварас  ыйту çине Чăваш Ен Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.   

«Юлашки çулсенче республикăра курăмлăнах сывлăх сыхлавĕн инфратытăмĕ çĕнелсе пычĕ.  2013-мĕш çултан пуçласа  регионта пурĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 125 ФАП хута янă.  Республикăри кашни тăваттăмĕш ФАПа çĕнетсе тĕпрен юсанă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Халăха пахалăхлă пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме республикăра инфратытăм  çирĕп аталаннă.

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕсем – халăха спорта явăçтарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси.  Апат-çимĕç пахалăхĕ пирки те кулленех ыйту çивĕч тăрать.  Тĕрĕс апатланни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ сывлăхшăн.  Çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипет туйăмне йăла-йĕркене тĕпе хурса ырă енне улăштарса пырасси çине те сахал мар тимлĕх уйăраççĕ.  Мĕнпур ыйтусем кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыччĕр тесе, Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Спорт министерстви, Вĕренӳ тата çамрăксен политикин Министерстви кулленех пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Республикăри районсемпе хуласенче ятарлă спорт программисемпе килĕшӳллĕн юлашки çулсенче çĕнĕ 50 спорт  объекчĕ хута янă. Кашни уйăхра Сывлăха çирĕплетмелли ятарлă кун пулать. Ун чухне халăх тӳлевсĕрех спорт учрежденийĕсене çӳрет. «Паянхи куна илес пулсан та, çынсем пĕтĕм кăмăлтан спорта çӳренине пĕр хутчен çеç мар çирĕплетнĕ.  Спорт – сывлăхшăн усăллă пулнине лайăх ăнланаççĕ.  Чи пахи вара – халăх массăллă спорта яланах йышлăн пуçтарăнать», - тенĕ регион Ертӳçи.   «Çакă пурсăмăра та пĕр чăмăра пухăнса тухăçлă ĕçлеме пулăшать», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.

 Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Каграманян тин çеç кун çути курнă пепкесем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем çав тери чакнине, ырă кăтарту кун пекки историре пуçласа пулнине асăннă хăйĕн докладĕнче.  «Пирĕн çĕршыв тĕнчери ытти çĕршывсемпе танлаштарсан, çак кăтартупа лайăх енпе палăрса тăрать, амăшĕсем те пепкесем те вилнĕ тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Вăл та виçĕ пайлă халăха медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелли ыйту çинче чарăнса тăнă. Асăннă  тĕллеве пуласлăхра ĕçе кĕртсе ямаллине палăртнă.

 Чăваш Наци телерадиокомпани журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май,  Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрăн Пĕрремĕш çумĕ  Игорь Каграманян çапларах каланă: «РФ субъекчĕсемпе Чăваш Республикине танлаштарсан, лару-тăру çав тери лайăх. Пĕчĕк пепкесем пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та çук.  Ырă тĕслĕхсенчен пĕри – регионта халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса пыни те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ.   Чи пахи Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй те кулленех спорта çӳрени, ыттисене хавхалантарать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистет.  Çакă чăн-чăн пысăк хисепе тивĕç», - тенĕ вăл.   

Фоторепортаж



01 июня 2017
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter