Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей кунĕ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Раççей кунĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп!

Ку уяв Тăван çĕршыва юратакан, унăн ырлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çыншăн хаклă. Вăл наци пĕрлĕхĕн, патшалăхăн мăнаçлăхĕпе ирĕклĕхĕн палли пулса тăрать.

Раççей вăйĕ - нумай нациллĕ, пултаруллă, пысăк чун-чĕреллĕ, паттăр та хăватлă халăхра. Паян, çĕршыва тулаш вăйсем хăратса тăнă вăхăтра, пирĕн уйрăмах патшалăха çирĕплетессишĕн тата Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн пĕрлешмелле, унăн социаллă-экономика хăватне ӳстерессишĕн тăрăшмалла.

Тăван çĕршыва юратни пире ырă ĕçсем тума хавхалантарса тăтăр, Раççей мухтавне çĕклеме, йывăрлăхсемпе чăрмавсене сирме пулăшса пытăр.

Пĕтĕм чун-чĕререн сире çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                Михаил Игнатьев.



11 июня 2017
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter