Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче «Акатуй» уявĕнче пулнă

 Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче «Акатуй» уявĕнче пулнă.

 

Чаплă пулăм Елчĕк салинче «Ырзамай» культурăпа кану паркĕнче иртнĕ.

Уява пухăннисене Михаил Игнатьев çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă, пурне те тухăçлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Районта ĕçлекен команда пĕрне-пĕри ăнланса, килĕшсе вăй хунине, муниципалитетра пурăнакансем ĕçе юратнине, ăна пула район çултан çул пысăк çитĕнӳсемпе палăрса пынине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче уявра саламланă май Михаил Игнатьев. «Паян районта производство таварĕсен калăпăшĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ял хуçалăхĕ курăмлă вăй илсе пырать.  Нумай кăтартусемпе муниципалитет ытти районсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паянхи куна районта усă курăнман çĕр лаптăкĕсем пачах та çук.  Уйра симĕс курăк ешерет, куçа илĕртет.  Муниципалитет планпа пăхса хăварнинчен ӳстерсе ĕçе пурнăçланă.  Акса хăвармалли çĕр лаптăкĕсене вĕсем çулран çул сарса пыни те куçкĕретех.  Республика шайĕнче пăхас пулсан, ыттисемпе танлаштарсан кунта инвестици проекчĕсем те сахал мар пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.   Сĕт-çу тирпейлемелли производство хута кайнă, сысна ĕрчетмелли ферма та пур.  Мăйракаллă шултра выльăха усрамалли ятарлă вырăна та модернизациленĕ.  Апла пулсан, муниципалитетăн пуласлăхĕ пысăк.  Кăтартусем чылай ыттисенчен лайăх пулнишĕн, район пĕрремĕш вырăна тухнă, Чăваш Республикин Грантне çĕнсе илнĕ, муниципалитетăн инфратытăмне аталантарма 15 млн укçана тивĕçнĕ. 

Район халăхне тăван çĕре юратнăшăн, хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн мухтаса хăварнă Михаил Игнатьев.

Яланхиллех, уявра ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Уява пухăннă çынсене Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район пуçлăхĕ Ирина Васильева ăшшăн саламланă.

Çак кун «Акатуй» спортпа ĕç, юрă уявне пухăннисене ытти официаллă хăнасем те саламланă.

Пысăк хăнасем уява хатĕрлесе тăратнă тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă.  Халăхăн йăли-йĕркине, культурине сăнарласа панă тĕрлĕ хатĕрсемпе паллашнă.  Çак кун Михаил Игнатьев спорт ăмăртăвĕсене те курнă. 

 Фоторепортаж



11 июня 2017
19:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter