Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаила Игнатьева Раҫҫей кунӗпе саламланӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне  Михаила Игнатьева  Раҫҫей кунӗпе саламланӑ.

«Пирӗн мӑн асаттемӗрсен йышлӑ ӑрӑвӗ ырми-канми ӗҫчен, ҫирӗп кӑмӑллӑ та пултаруллӑ тата  хавхалануллӑ пулнӑран аслӑ ҫӗршыв туса хунӑ, унӑн культурӑпа ӑс-хакӑл вӑй-халне ӳстерсе пынӑ, ӑна тӑшмансенчен хӳтӗленӗ. Ҫав патриотизмпа гражданлӑх йӑли-йӗркисем, ирӗклӗхпе тӗрӗс­лӗхшӗн ҫунни пирӗншӗн кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ ҫул палли шутланаҫҫӗ. Ҫӗр­шывӑмӑршӑн тата унӑн лайӑх пуласлӑхӗшӗн палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшса пыраҫҫӗ», — тенӗ телеграммӑра.

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн Дмитрий Медведевӑн саламӗнче  ҫакна палӑртнӑ: «Ку вӑл ҫӗнӗ Раҫҫее сӑнарлакан пат­шалӑхӑмӑрӑн чи ҫамрӑк уявӗсенчен пӗри. Паян вӑл Раҫҫее чунтан юратакан, ӑна малта пыракан, ӑнӑҫуллӑ тата хӑрушлӑхсӑр ҫӗршыв тӑвас тесе тӑрӑшакан миллионшар ҫынна пӗрлештерет. Пӗрлехи кал-кал ӗҫӗмӗр, ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулни пире палӑртса хунӑ плансене пурнӑҫлама тата ӑнӑҫу тума пулӑшасса шанса тӑратӑп».  

Михаила Игнатьев ячӗпе ҫавӑн пекех  федераци субъекчӗсемпе республикӑри ведомствӑсен, районсемпе хуласен ертӳҫисенчен салам телеграммисем килеҫҫӗ.



12 июня 2017
07:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter