Шупашкарта Раççей кунне палăртса ирттернĕ Туслăх парадĕнче регионта пурăнакансем 6 пине яхăн çын пуçтарăннă

 

 Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне халалласа республикăри районсемпе хуласенче анлă мероприятисем иртнĕ.

Шупашкарта Раççей кунне палăртса  ирттернĕ Туслăх парадĕнче  регионта пурăнакансем 6 пине яхăн çын пуçтарăннă, вăл шутран килнĕ хăнасем те чылай пулнă. 

«Çĕршыври нумай миллионлă тĕрлĕ халăх пĕр чăмăра пухăнса патшалăхăн тĕп уявне паллă тăвать», - тесе каланă уява уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хăйĕн ирĕкĕпе политика енчен кирлĕ пек пысăк йышăнусем туса хăварать.  Паян палăртма кăмăллă, тĕнчипех пирĕн çĕршывпа килĕшсе, яланах туслă пулма тăрăшаççĕ.   Паян кашни çын ыранхи мирлĕ пурнăçа шанса пурăнать.  Раççейре обществăлла политика лару-тăрăвĕ те пĕр шай лайăх аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тесе каланă Михаил Игнатьев.

«Раççей вăйӗ — нумай нациллӗ, пултаруллă, пысăк чун-чӗреллӗ, паттăр та хăватлă халăхра. Паян, пирӗн уйрăмах патшалăха çирӗплетессишӗн тата Тăван çӗршывăн ирӗклӗхӗпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишӗн пӗрлешмелле, унăн социаллă-экономика хăватне ӳстерессишӗн тăрăшмалла. Тăван çӗршыва юратни пире ырă ӗçсем тума хавхалантараççĕ, Раççей мухтавне çӗклеме, йывăрлăхсемпе чăрмавсене сирме пулăшса пыраççĕ.  Пурне те çирӗп сывлăх, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп!», - тесе чĕнсе каланă уява пухăннисене саламланă май республика Пуçлăхĕ.  Çак кун çамрăк яш-кĕрĕме Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне парса чысланă.  

Торжествăлла мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов,  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов,  Чăваш Республикинчи Общество палатин председателĕ Алексей Судленков,  Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕн çумĕ Николай Казаков,  Чăваш Республики Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков саламланă.

Уявра «Раççей гимнне ачасем юрлаççĕ» проектпа килĕшӳллĕн, пултаруллă ачасем Тăван çĕршывăмăрăн гимнне юрласа панă.

Яланхиллех уяв концертпа вĕçленнĕ.  

Фоторепортаж



12 июня 2017
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter