Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Кремльте торжествăлла майпа çамрăк яш-кĕрĕме паспорт парса чысланă

 

 Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Кремльте торжествăлла майпа çамрăк яш-кĕрĕме паспорт парса чысланă.  Ку хутĕнче пысăк мероприятине хастарлăхпа палăрнă яшсемпе хĕрсем кайнă.  Вĕсен шутĕнче Шупашкар хулинче 53№-лĕ шкулта вĕренекен Софья Морозова та пулнă.

 

Софья Морозова Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçи ята тивĕçнĕ.  Кунсăр пуçне вăл хитре ташлать, Пĕтĕм халăхсем хушшинчи IX-мĕш олимпиадăра кĕмĕл призер пулса тăнă. Хĕр-упраç  кадетсен класĕнче вĕренет.  Математика, литература, истори предмечĕсене хапăл тăвать,  тăтăшах регион, Раççей шайĕнче ăмăртусене хутшăнса малти вырăна тухать.   

Раççей Президенчĕ Владимир Путин паспорт илнĕ ятпа пухăннă ентешсене саламланă.

«Эсир 14 çула çитнĕ тĕле сахал мар çитĕнӳсемпе палăрма ĕлкĕртĕр.  Кирек епле йывăр вăхăтра та алă пама пĕлетĕр. Çынсен пурнăçне те çăлса хăварас ĕçре витĕм кӳме тăрăшатăр.   Çаксем ĕнтĕ шăпах та, çынăн ырă енĕсем пулса тăраççĕ», - çапларах каланă Раççей Президенчĕ Владимир Путин.   

Софья Морозова хăйĕн сăмахĕнче вĕсене ырласа лайăх сăмахсем каланăшăн тав тунă. «Мана çакăн пек кадет класĕнче вĕренме май килнишĕн пурне те тав. Условисем çав тери аван.  Кашни кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пулса иртеççĕ.  Мана çакăн пек пысăка хурса хакланăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.  Уяв ячĕпе, Раççей кунĕ ячĕпе сире!», - тенĕ хĕр-упраç. 

Торжествăлла пай вĕçленнĕ хыççăн, Президент ачасене хăйĕн ĕç пӳлĕмĕпе паллаштарнă.

 

Фоторепортаж



13 июня 2017
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter