Муркаш районĕнче Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртнĕ, «Акатуй» мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

 

Çĕртме уйăхĕн10-мĕшĕнче Муркаш районĕнче Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртнĕ.   «Акатуй» мероприятине пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кайнă.

 

«Çак кун тăван анне-çĕрĕмĕре хисеплесе тав тума пуçтарăнатпăр.  Çĕр ĕçченĕсене мухтаса ырă сăмахĕсем калатпăр.  Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр, малашнехи валли план тăватпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ муркашсен çитĕнĕвĕ пирки чарăнса тăнă. «Районăн çитĕнĕвĕсем пысăк.  Чи кирли – динамика ырă енне улшăнса пыни.  Муниципалитетăн экономикăна аталантарассишĕн тата та хытă ĕçлемелле, пысăк технологиллĕ производствăсем хута ямалла. Халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлес ыйту çине те тимлĕх уйăрмалла», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май регион Ертӳçи.

Ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассин кăтартăвĕсен ӳсĕмĕ чылай.  Республикăра чи лайăх ĕçлекен пиллĕк район хушшинче тăрать.  Муниципалитетра инвестици проекчĕсемпе те курăмлă ĕçлеççĕ.

«Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурсра Муркаш районĕ мала тухрĕ.  Финанс ыйтăвĕсемпе пĕлсе тухăçлă ĕçленĕшĕн 2-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ», - тесе мухтаса каланă Михаил Игнатьев.   Инвестици явăçтарассипе ĕçленĕ кăтартусене пĕтĕмлетӳ тунă, унта та муниципалитет иккĕмĕш вырăна тухнă, район 9 миллион тенкĕлĕх премине тивĕçнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.   Çак пысăк çитĕнӳсенче кашни çын витĕмлĕхĕ пуррине асăннă вăл.

Муркаш халăхне район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламланă, уявăн пысăк пĕлтерĕшне палăртса хăварнă.

Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă.

 Яланхиллех мухтава тивĕçнисене ертӳçĕсем патшалăх наградисене парса чысланă.

Çак кун Михаил Игнатьев уяври тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă, халăхпа тĕл пулса калаçнă, йăла-йĕркепе, культурăпа çыхăннă тĕрлĕ хатĕрсене, кĕпе-тумтирне, апат-çимĕçне пысăка хурса хакланă.    Пĕр сăмахпа каласан, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Экологи çулне  халалласа уявра сахал мар экспонатсемпе куравсем хатĕрленĕ.   

 Фоторепортаж

 



13 июня 2017
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter