Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Правительствипе Шупашкар хула администрацийĕн командисем хушшинче юлташла хоккей матчĕ иртнĕ

 Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Правительствипе Шупашкар хула администрацийĕн командисем хушшинче юлташла хоккей матчĕ иртнĕ.

 

Спорта пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, пурне те ăмăртусенче хавхалануллă кăмăл-туйăмпа выляма чĕнсе каланă.

Ăмăртусем пуçланиччен, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕр-пĕрин командисен вымпелĕсемпе ылмашăннă.   

Палăртса хăвармалла, спорта чи ăста вылякансем пухăннă. Вĕсем: Александр Малов, Алексей Кириллов, Анатолий Павлов, Сергей Ильин, Александр Абукин тата Дмитрий Гордеев, Владимир Малов, Дмитрий Гордеев. Яланхиллех ăмăртусенче ку хутĕнче те туслăх çĕнтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçре тухăçлă ĕçлеме пултараканнисем спортпа туслисем тенĕ. Сывă çын çеç çитĕнӳсемпе ĕçлеме пултарнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Спорт командăра ĕçлеме вĕрентет, дисциплинăна пăхăнса пурăнма хистет. Пирĕн яланах хамăрăн тĕслĕхсемпе ытти яш-кĕрĕме спорта явăçтарма вĕренсе пымалла», - тенĕ регион Ертӳçи.    

Фоторепортаж



13 июня 2017
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter