Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсемпе, Шупашкар хула ертӳлĕхĕпе канашлу ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсемпе, Шупашкар хула ертӳлĕхĕпе канашлу ирттернĕ.   Кун йĕркипе килĕшӳллĕн хăш-пĕр актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çурхи уй-хр ĕçĕсемпе паллаштарнă.  Выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлес ĕç районсенче епле пыни пирки чарăнса тăнă.  Çуркуннехи тапхăрпа акса хăвармалли культурăсене плана кĕртсе хăварнинчен чылай ӳстернине асăннă, кăтарту 100,6 процента çитнине пĕлтернĕ.  Çурхи культура пĕтĕмпе 207,1 пин гектар йышăннине асăннă. Пахча-çимĕç культурине кăçал пурĕ 999 га çĕр лаптăкĕ çинче лартса хăварнă. Республикăри 10 муниципалитетра планпа килĕшӳллĕн çĕрулмине пĕтĕмпех лартнă. Кая юлса ĕçлекен районсем те пур. Вĕсем: Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Красночетайски тата Элĕк районĕсем. 

Ку хутĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче усă курăнакан ял хуçалăх таварĕсене илме ĕç хучĕсене вăхăтра йĕркене кĕртсе пымаллине асăрхаттарса хăварнă. «Вырма вăхăтĕнче, тухăçа пухса кĕртнĕ чухне тавар хакĕ пĕчĕккĕ, ун чухне ытларах туянассишĕн тăрăшмалла», - тесе каланă вăл.

  Выльăх апатне хатĕрлес ыйтăва Ял хуçалăх министерствине кулленех çивĕч тĕрĕслевре тытмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.   Ертӳçĕсене федерацийĕн инвестици пулăшăвне вăхăтра куçарма тата Республика кунне хатĕрленсе мĕнпур ĕçсене пысăк шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 



13 июня 2017
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter