Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă, «Акатуй - Сабантуй» уявне пухăннисене ăшшăн саламланă

 

Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă, «Акатуй - Сабантуй» уявне пухăннисене ăшшăн саламланă.  Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн муниципалитетра вăй хуракансене ырланă.  Çакăн пек наци уявĕсене пăхăнса пурăнни, ырă йăла-йĕркене упраса хăварма май панине, тăван халăха çĕре юратма, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшнине асăннă Михаил Игнатьев.  Вăл пурне те саламланă май, ытларах çĕр ĕçĕнче ĕçлесе чапа тухнă ветерансем пирки те чарăнса тăнă. Шăпах та вĕсем,  пулас ăрăва хăйсен ырă тĕслĕхне парнелесе хăварнине каланă.   

 

 «Акатуй-Сабантуй» уявне Патăрьел районĕнче пурăнакансем пысăк çитĕнӳсемпе кĕтсе илнĕ.  Ял хуçалăх производствисен тавар калăпăшĕ ӳссе пырать, ку енĕпе вĕсем республикăри иккĕмĕш вырăнта тăраççĕ.  Çут çанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, уйри ĕçсене планпа килĕшӳллĕн вăхăтра пурнăçланă.   

Муниципалитетра инвестици проекчĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Пулă ĕрчетессипе аван ĕçлеççĕ, сĕт-çу таварĕсене, аш-какай та тирпейлессипе курăмлă ĕçлеççĕ.    Кăçал çур çулта сĕт сăвăмĕ районăн 20 процента çити хăпарнă. Район республика шайĕнче виççĕмĕш вырăнта тăрать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне тивĕçсе 6 млн тенкĕ илнĕ.  Районта инфратытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă.

Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурсра вара, финанспа пĕлсе тухăçлă усă курнăшăн виççĕмĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ.

«Район ыран пуласлăхĕ епле пуласси - эпир пĕрле килĕшсе ĕçлесе пынинчен сахал мар килет.  Çак уяв малашне тата та пысăк çитĕнӳсемпе палăрма хистет.  Пурне те çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, пысăк çитĕнӳсемпе палăрма, мĕн плана кĕртнине пĕтĕмпех пурнăçлама сĕнетĕп», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.

Чи пархатарлă хастар ĕçлекенсене яланхиллех уявра патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама свидетельство парса чысланă.

Уяври мĕнпур халăха район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата район пуçлăхĕ Михаил Петров саламланă.  

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче район çитĕнĕвне тума ытларах патшалăх пулăшăвĕ витĕм кӳнине асăннă.

Çак кун уяв ячĕпе саламлама ытти официаллă хăнасем те килсе çитнĕ.  Мероприяти чаплă юрă-кĕвĕпе янăранă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ферида Чабатовсен хуçалăхĕнче пулса курнă, шăпах та вĕсем пулă ĕрчетессипе хастар ĕçлеççĕ.  Хуçалăх ертӳçи пĕлтернĕ тăрăх, пулăн вăлчисене ятарлă бассейнра тытаççĕ. Хальхи вăхăтра 470 осётр тата пиллĕк пин стерлядсен чĕпписене ӳстереççĕ.  Кунсăр пуçне юнашар пĕвере карп тата ытти пулă алхасать. Икĕ гектар пĕвере форель çитĕнтереççĕ.   Условисем пĕтĕмпех çителĕклĕ.  Шывĕ таса, ăшă. Çак производствăна тĕпрен хута яма хуçалăх 20 млн тăкакланă.

Палăртнă производствăпа ĕçлеме çав тери кăткăс тесе, çав вăхăтрах тупăш та парать тенĕ Михаил Игнатьев, тавара халăх кулленех ыйтине асăннă. 

Фоторепортаж



13 июня 2017
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter