Алкоголь таварĕсен çаврăнăшне пăхса тăракан йĕркесене, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайне витĕм кӳрекен Агенствăна республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли условисене тĕплĕн тишкернĕ паянхи Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех регион Ертӳçи Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Ланцова этил спирчĕпе çыхăннă таварсене  сутмалли йĕркесене ансатлатассипе Федераци саккунне пурнăçа кĕртесси çинчен йышăнăва тăратнă.  Чăваш Республикинче алкоголь таврашне сутасси пирки çĕнĕлĕхсем çинчен чарăнса тăнă. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пачах та пăрахăçлас ыйту та кун йĕркинчех çивĕч пулнине асăннă.  

Чăваш Республикин Экономика министерствипе Ял хуçалăх министерствине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем хăйсен территорийĕсенче эрех-сăра сутни пирки хыпарсене пĕлтерсе тăнине асăннă ертӳçĕсем.   Енчен те усал шĕвеке социаллă объектсем çывăхĕнче халăха сутаççĕ пулсан, вĕсене пăрахăçламалли пирки каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саккун йĕркисене çирĕп пăхăнма хушнă. «Эрехсене сутма ирĕк парасси пирки вăхăт йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.  Енчен те предпринимательсем условисене пăхăнмасан, çирĕп явап тытĕç. Кун пирки пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 193№-лĕ  йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн,  авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кăçалтан каçхине 11 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен эрех сутма юрамасть (ресторансемсĕр) пуçне. Обществăлла апатлантару вырăнĕсенче те çак йĕркесене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайне витĕм кӳрекен Агенствăна республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли условисене тĕплĕн тишкернĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Ланцова хăйĕн сăмахĕнче, енчен те Агенствăна пулăшу парсан, вĕсен финанс енчен вак тата вăтам предпринимательсене тивĕçтерекен кредит ресурсĕпе усă курма май пулассине асăннă.

Палăртса хăваратпăр, 2009-2017 çулсенче пĕтĕмпе Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе витĕм кӳрекен Агенствăна субсиди мелĕпе 293 591,3  пин тенкĕ республика бюджетĕнчен тивĕçтернĕ.  Кăçалхи çак субсидийĕн виçи 73,933 млн танлашать. 2016 çулта регионта халăх валли 556 ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăй илтерме пулăшакан Агенствăн ĕç-хĕлĕнчи тухăçлăхĕ - предпринимательлĕх пайĕ валли кирлĕ пек ăнланмалла йĕркесем çирĕплетни тесе каланă.



14 июня 2017
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter