Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев cтроительство организацийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 

Чăваш Республикин Правительстви патшалăх çурт-йĕр программисемпе килĕшӳллĕн, строительство ĕçĕсене витĕм кӳме, тĕрлĕ енлĕн халăха пулăшу пама тăрăшать.

 

2017-мĕш çулта çурт-йĕр программисене тĕпе хурса, тĕрлĕ шайри бюджетсенчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама, ăна кура 5,7 пин çемьене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă.

«Республика хыснинче строительство пайне аталантарма уйăрнă укçан виçи чакман.  Кăçал çак кăтарту 3,3 млрд тенкĕпе танлашать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  РФ Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2017 çулта ЖКХ реформăлассипе ĕçлекен фонд Чăваш Республикине хушма пулăшу куçарса панă.  Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме тата та 323,2 млн тенкĕ укçа уйăрнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи пурнăç таппинче çынсем хăтлă хваттерсем кăна суйламаннине, тавралăхра инфратытăм та лайăх пултăр тесе тăрăшнине каланă.  Тепĕр пысăк çитĕнӳ - çуртсене хăпартса лартнă чухне энергоэффективлă хатĕрсемпе усă курни.

«Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан строительство хатĕрĕсем çителĕклĕ. Пирĕн тĕллев – халăх çурт-йĕр условийĕсене лайăхлаттăр тесе, тухăçлă ĕçлесе пырасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче анлă канашлăва пухăннисем строительство тытăмĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче паянхи куна регионта 2 пин га çĕр лаптăкĕ çинче объектсенче хĕрӳ ĕç пынине палăртнă, çурт-йĕр фончĕ 7 млн тăваткал метрпа танлашнине пĕлтернĕ.  Республикăра харпăр хăй çуртне хута ярассипе те анлă ĕçлеççĕ, халлĕхе çак кăтартăва 630 пин тăваткал метра илсе çитересшĕн.

2017 çулта кăрлач-çу уйăхĕсенче пурĕ 105,7 пин тăваткал метр чухлĕ  республикăра çурт-йĕр хута яма та ĕлкĕрнĕ.  

Министр вырăнти предприятисем строительство хатĕрĕсене калăплассипе кирлĕ пек туллин ĕçлесе çитерейменнине асăннă. 

Паян строительство рынокĕнче хваттерсем илессинче ытларах çурт-йĕре халăх пая кĕрсе туянни сисĕнет. Тепĕр тесен, шăпах та кун пек ĕçлени те витĕмлĕ.  Регионта 121 объектра çакăн пек тĕслĕхпе ĕçлесе пыраççĕ.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх кирлĕ-кирлĕ мар кăлтăксене кĕрсе ан ӳктĕр тесе,  строительство организацийĕсен ĕç графикне çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă.  Ĕç хучĕсене çирĕплетнĕ чух та пĕтĕмпех çирĕп йĕркене пăхăнса пымаллине асăрхаттарнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр çивĕч ыйту – граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă патшалăх программине туллин пурнăçласси.

Аса илтеретпĕр,  палăртнă программăна тĕпе хурса 2017 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен 13,1 пин çынна хваттерсемпе тивĕçтермелле.  

Программăн IV-мĕш тапхăрĕпе килĕшӳллĕн, 3,4 пин çын хăтлă хваттерсене куçĕ. Чи пысăк ĕç Чăваш Республикин тĕп хулинче пурнăçланĕ, кунта объектсене хута яма 2017-мĕш çулта 1 млрд 146 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче юрăхсăра тухнă 263 çурта пăрахăçлама тĕллев лартнине пĕлтернĕ, вĕсенче пурĕ 2230 хваттер вырнаçнине асăнса хăварнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитет ертӳлĕхне, строительство организацийĕсене мĕнпур палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама хушнă. Ыйтăва республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать.  Канашлура чи лайăх проект ĕçĕсем пирки те чарăнса тăнă. Вĕсем:  «Отделфинстрой» ТМЯО тата «ИСКО-Ч» АУО.

«Отделфинстрой» ТМЯО директорĕ Александр Черкунов «Радужный», «Премьер» тата «Олимп» микрорайонсенчи строительство ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă.    Организаци çынсене пурăнма хавас пултăр тесе, инфратытăм илемĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă директор. Калăпăр, «Радужный» микрорайонта кĕçех ача сачĕ хута каясси те паллă. 2017 çулта иккĕмĕш çур çуллăхра медицина центрĕ çĕкленсе ларĕ. 

«Олимп» микрорайонта (ТЭЦ-1) промышленноç пайĕ вырнаçнă пулнă хăй вăхăтĕнче. Халĕ çак вырăнта нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕрсем хута каяççĕ.  Енчен те объектсем хута кайсан, Атăл юхан шывĕ çине пăхма çак çуртсенчен çав тери меллĕ пулĕ.

«ИСКО–Ч» АУО генеральнăй директорĕ Александр Героев «Çĕнĕ хула» микрорайон пирки каласа кăтартнă.  Çак вырăнта пуласлăхра поликлиника та уçма тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче строительство организацийĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк объектсене пурнăçа кĕртме чĕнсе каланă: шкулсем, больницăсем, спорт учрежденийĕсене хута яма сĕннĕ.   Патшалăх енчен программăсене пурнăçлама сахал мар пулăшу куçать, строительство компанийĕсем финанс енĕпе нимĕнле йывăрлăхсем те туймĕç тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Иван Моторин.

Фоторепортаж



14 июня 2017
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter