Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пыракан официаллă делегаципе Китай Халăх Республикинче

Çĕртме  уйăхĕн 15-16 кунĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пыракан официаллă делегаципе Китай Халăх Республикинче.  Сумлă делегаци «Атăл-Янцзы»  регионсем хушшинче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессипе тимлекен канашĕн иккĕмĕш ларăвне хутшăнать.


Делегаци йышĕнче – РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин представителĕсем, РФ Экономика, Культура, министерствисен ертӳçисем, округри субъектсен пуçлăхĕсем, наукăпа вĕрентӳ пайĕнче ĕçлекен ăсчахсем, Атăлçи тăрăхĕнче ĕçлекен бизнес-пĕрлешӳ представителĕсем пулĕç.   

Официаллă делегаци çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хэфэй хулинче Аньхойский компанийĕн ĕçĕпе паллашнă, «Цзянхуай группа» (JAC) автомашинăсене курса хакланă.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Михаил Бабичпа Ян Цзечи регионсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарассипе ĕçлекен канашăн иккĕмĕш ларăвне йĕркелесе ертсе пырĕç.  Ун чухне Атăлçи федераци округĕнчи регионсем Китайри чи паллă предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳсене çирĕплетме тĕллев лартнă.  Раççейпе Китай хушшинче тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма палăртса хунă.  

Атăлçи федераци округĕнчен кайнă делегаци Китайри наукăпа техника университетĕнче те пулса курĕç, пысăк технологисемпе паллашĕç.  Вăл кун «Кэда Сюньфэй» компанийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашма палăртса хунă.    Тĕрлĕ программăсемпе, патшалăх тытăмĕнчи электронлă майсен витĕмлĕхĕпе те кăсăкланĕç

Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри – Атăлçи тăрăхĕнчен кайнă официаллă делегаци Хэфэй хулинче Раççейпе Китай çамрăкĕсен IV форумне торжествăлла майпа вĕçленĕ ятпа ирттернĕ пулăма хутшăнни пулса тăрĕ.  Атăлçи федераци округĕнчи аслă шкулсемпе КХР Янцзы юхан шывĕ тăрăх  вырнаçнă аслă шкулсен Ассоциацине йĕркелесси пирки килĕшӳ хутне çирĕплетесси те кун йĕркинчех пулĕ.

Палăртса хăваратпăр, Раççейпе Китай Çамрăкĕсен форумне Чăваш Енрен 10 студент кайнă.  Вĕсем И.Я. Яковлева ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен, Чăваш патшалăх Ял хуçалăх академийĕнчен, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата Шупашкарти кооператив институтĕнчен. 

 Фоторепортаж



14 июня 2017
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter