"Патшалăхпа халăх интересĕсене хӳтĕлесси – пирĕн приоритетсем", - тенĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче, Чăваш Ен Строительство министерстви хатĕрленĕ хăш-пĕр нормативлă право докуменчĕсемпе паллаштарнă. «Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчи тата пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвĕ» патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни çинчен каласа кăтартнă, кун пирки йышăну проектне те хатĕрленине асăннă.  Асăннă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, патшалăх программине пурнăçа кĕртме финанс тĕлĕшĕнчен укçа-тенкĕн калăпăшне 2017 çул валли тата 2018-2019-мĕш çулсем валли ӳстерме пăхса хăвармаллине асăннă министр. Патшалăх программинче ипотека, аренда шучĕпе хваттерсем туянма ирĕк пулассине тата ытти пурăнмалли çурт-йăрпе коммуналлă пайĕсенче пахалăхлă пулăшусемпе усă курма май парасса палăртнă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинче патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен, энерготухăçлăх тата энергетика сферинче тăрăшакансен шалу укçи пирки те ятарлă положени пулассине пĕлтернĕ.  Учрежденисен ертӳçисен тата вĕсен çумĕсен, тĕп бухгалтерĕсен вăтам ĕç укçин виçи  паллă пуласси пирки те ĕç хутне тишкернĕ.  Палăртнă тăрăх, тĕп бухгалтерĕн ĕç укçи ертӳçĕрен тата вĕсен çумĕсенчен 10-30 процент пĕчĕк пулмаллине асăннă.  Кунсăр пуçне ларăва пухăннисем усал хытă каяшсене тирпейлесе пухмалли условисем çинчен те чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин территорийĕнче çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлесси паллă.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Ен хытă усал каяшсене тирпейлесе пуçтарассипе çĕнĕ технологисене пăхăнса ĕçлекен пилотлă регион шутĕнче тăрать. 2018-мĕш çултан пуçласа çӳп-çапа тирпейлесе пуçтарас ĕç  регионсенчи операторсемпе килĕшӳ тунă ĕç хутне тĕпе хурса пурнăçланса пырĕ. Пĕтĕмпех пулăшусем пур çĕрте те пĕр пек йĕркипе пулса пырасси те куçкĕретех пулĕ.    Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, регионти операторсем е хăйсем усал хытă каяшсене тирпейлесе ятарлă объектсене илсе çитерĕç, е тата уçă аукционсем ирттерсе ытти операторсене явăçтарса çак ĕçсене пурнăçлĕç.  Тен ун чухне кашни территорисенче вара хăйсен ятарлă операторĕсем те пулĕç.  Пур-пĕрех регион операторĕн ĕç хучĕсене йышăниччен Чăваш Республикин Строительство министерствипе ыйтусене пĕрле тишкерме тивет.  Ку тĕп условисенчен пĕри шутланать.   Çав шутрах Чăваш Республикин Строительство министерстви операторсен ĕçĕсене çивĕч пăхса тăрĕ. Кăлтăксене çийĕнчех тупса палăртĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, ятарлă министерство тĕрлĕ операторсен ĕç тухăçлăхне  уçăмлăн, анлăн тĕрĕслесе тăрасси пĕрре те иккĕлентермест.  Ларура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ĕç хучĕсен йĕркисене кулленех Чăваш Республикин Строительство министерствине тăратма тивет.  Коммуналлă пулăшусем панă чухне тарифсен нормативне те пăхăнма тивĕ.  Паллах, енчен те организацисем  хăйсен ирĕкĕпе çак сĕнӳсемпе тухаççĕ пулсан.  

Владимир Михайлов министр хăйĕн сăмахĕнче коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн нормативсене ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем сĕнӳ тăратнипе е тата хăйсем организацисен пуçарăвне тĕпе хурса та йышăнса хăварма ирĕк пуррине палăртнă.  

Енчен те пуçарусемпе организацисем тухас пулсан, ыйтусене ăнлантарса паракан ĕç хучĕсене Чăваш Республикин Строительство министерствине тăратмалла.  Министерство тĕплĕ анализ тунă хыççăн, ятарлă йышăну туса хăварĕ. Кун пек йĕрке кăлтăксемпе пăтăрмахсем тăвассинчен пăрĕ.

Михаил Игнатьев Строительство министерствине, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене хыпарсене тĕрĕс халăх патне илсе çитерме чĕнсе каланă.  «Патшалăхпа халăх интересĕсене хӳтĕлесси – пирĕн приоритетсем.  Сирĕн комментарисене халăхăн лайăх ăнланмалла, ертӳçĕсен çынсене çĕнĕлĕхсем пирки каласа пама пĕлмелле», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.  

Сăмаха май республикăра сахал тупăшлă граждансене республика хыснинчен коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнине асăннă. «Эпир çынсене субсидисене вăхăтра тата туллин тивĕçтеретпĕр. Енчен те тариф хакĕсем хăпарсан, бюджетра субсиди валли уйăрнă укçа-тенкĕн виçине те ӳстерсе пыратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

  Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков 2013 çулта юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче 416№-лĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе çыхăннă ĕç хучĕ пирки каласа кăтартнă. Çакна пĕтĕмпех 2017 çулта нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче РФ Правительстви кăларнă хушăва тĕпе хурса пурнăçланние асăннă ертӳçĕ.  Вăл ытларах тĕрĕслев ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă.  

  Михаил Игнатьев хăш-пĕр саманчĕсем пирки чарăнса тăнă, критиклесе те илнĕ.  Ĕç хучĕсене вăраха тăсса пурнăçланăшăн ăна ятланă. «Çав тери канлĕ пурăнатăр. РФ Правительстви çĕнĕлĕхсем пирки нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнчех палăртнă. Сирĕн вара пуш уйăхĕ валли ятарлă ĕç хучĕсене хатĕрлесе çитермелле пулнă.  Эсир тăватă уйăх иртсе кайсан тин ĕçе кӳлĕннĕ. Кун пек ĕçлеме юрамасть, чăрмав кăна пурне те кӳретĕр. Эсир тухăçлă ĕçлеме пĕлменнине çирĕплетсе парать çак кăтарту», - тесе çирĕп асăрхаттарнă регион Ертӳçи



14 июня 2017
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter