Паян Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тÿрĕ эфирта хуравланă

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тÿрĕ эфирта хуравланă.

Программа кăнтăрлахи 12 сехетре пуçланнă. Ăна «Пĕрремĕш канал», «Раççей 1», «Раççей 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM», «Раççей радиовĕ» радиостанцисемпе пăхма-итлеме пулнă. Ыйтусене 8-800-200-40-40 телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ, СМС-хыпарсене 0-40-40 номерпе йышăннă. Çавăн пекех видеоролик ÿкерсе «OK Live» приложени урлă вырăна çитерме май пулнă. Ыйтусене moskva-putinu.ru /москва-путину.рф/ сайт, «Контактра» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче те яма пултарнă.

Аса илтеретпĕр: кунашкал эфира 2001 çултанпа ирттереççĕ. Пĕлтĕр Владимир Путин 4 сехете яхăн тăсăлнă калаçура 74 ыйтăва хуравланăччĕ. Пĕтĕмпе ун патне 3 миллион ытла ыйту çитнĕччĕ.



15 июня 2017
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter