Тỹрĕ эфирта - Раççей Президенчĕ Владимир Путин

Июлĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тỹрĕ эфирта хуравларĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: Раççей ертỹçипе граждансем маларахах, тỹрĕ эфира тухичченех, хăйсен ыйтăвĕсене шăнкăравласа пĕлтерме, СМС-хыпарсене çырса, видеороликсене ỹкерсе ятарлă адрессемпе çитерме пултарчĕç. Çавăн пекех "Контакт", "Одноклассники" социаллă сетьсенче те çынсем пăшăрхантаракан ыйтусене хускатма пултарчĕç. Программăна "Пĕрремĕш каналпа", "Раççей1", "Раççей 24" телеканалсемпе, "Маяк", "Раççей радиовĕ" радиостанцисемпе пăхма-итлеме пулчĕ.

Аса илтеретпĕр: çакнашкал тỹрĕ эфира 2001 çултанпа ирттереççĕ. Вăл çулсеренех хăйĕн пĕлтерĕшне ỹстерсе пырать. Иртнĕ çул Владимир Путин 4 сехете яхăн тăсăлнă калаçура 74 ыйтăва хуравланăччĕ. Хальхинче те маларах ун патне икĕ миллиона яхăн ытупа тухнă.

Тỹрĕ эфирти калаçăва пирĕн районти ĕç коллективĕсем те, уйрăм çынсем те итленĕ. Вулакансене хăш-пĕр çынсен шухăшĕсемпе паллаштаратпăр.

Комментарисем

Альбина Егорова, "Авангард" хаçатăн редактор тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан:

"Çулсеренех Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвне тỹрĕ эфирта хуравланине кăсăкланса, кăмăлтан итлетĕп. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан халăхăмăрăн чун ыратăвне питĕ чăтăмлăн итлесе тăрса тулли хурав пани пурне те тивĕçтерчĕ тесе шутлатăп. Владимир Владимирович Раççей халăхĕпе куçа-куçăн 2001 çултанпа калаçать пулин те, кашнинчех хăйĕн тирпейлĕ те конкретлă калаçăвĕпе куракана-итлекене тыткăна илет. Хальхи диалог та питĕ ăнăçлă, çивĕч иртрĕ. Çынсене ытларах çул-йĕрпе, сывлăх сыхлавĕпе, социаллă çăмăллăхсемпе, вĕрентỹпе, çурт-йĕр строительствипе тата ытти нумай-нумай темăпа çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç. Яланхиллех вырăнсенчи тирпей-илем, экологи проблеми те ыттисемпе юнашарах диалогра çивĕчленчĕ. 50 çул пĕр вырăнта купаланса выртакан ăпăр-тапăр купи никама та чыс кỹмест. Тĕрĕсех, тасатнă вырăнта мар, вараламан вырăн тирпейлĕ. Ку тĕлĕшпе В. Путин çỹп-çапсене тирпейлекен хăватлă заводсем хута каймаллине те палăртрĕ".

 

Николай Краснов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ:

"Июнĕн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ "Тỹрĕ линире" çул-йĕр пирки те хускатрĕç. Чăнах та, ку ыйту халăха хумхантараканнисенчен пĕри. Пирĕншĕн те вăл ют мар, çавăнпа та ăна татассишĕн сахал мар тăрăшма тивет. Районта çулсене юсас, ялсенчи урамсене кĕрсе çỹремелле тăвас тĕллевпе федераци, республика шайĕнчи программăсене хутшăнатпăр. Патăрьел тăрăхне патшалăхран çул-йĕр тума килекен укçа хисепĕ республикăра та чи пысăккисенчен пĕри. Хальхи вăхăтра Пăлапуç Пашьелĕнче тата Тури Тăрмăшра "Батыревский" МТС" пĕрлешỹре вăй хуракансем çул сарма пуçăннă. Вĕсен ĕç пахалăхне "Анвар" пĕрлешỹ тĕрĕслет.

Кăçал çичĕ ялти пĕрер урамри çула вак чулпа витĕç, иккĕшне _ асфальтпа. Çитес çул çаксем çумне тата 8 ял хушăнĕ, вĕсен проекчĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ. Çавăн пекех район центрĕнчи тĕп çула федераци трассинчен пуçласа Кепе юхан шыв урлă сарнă кĕпер патне çитиччен тĕплĕн юсама йышăннă. "Çĕрпỹ - Ульяновск - Яманчỹрель" çула та тирпейлемелле. Первомайсинчен пуçласа Шăнкăртама çитичченхи республика трассипе вырнаçнă ялсенчи урамсене çутă кĕртме палăртнă. Çул-йĕр тăвасси пĕр кунта пулакан япала мар, малашне те ку ыйтупа çанă тавăрсах ĕçлĕпĕр".

 

 



15 июня 2017
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter