Лайăххисен йышĕнче

Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Финанс ĕçне йĕркелес енĕпе чи лайăх муниципалитетсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Унта 64 регионти 260 муниципалитет /вĕсенчен 114-шĕ — хула округĕ, 146-шĕ — район/ хутшăннă. Конкурсантсене 69 енпе хакланă. Ку конкурса 2007 çултанпа ирттереççĕ. Пуçаруçисем — «Бюджет» журнал редакцийĕ, РФ финансистсен союзĕ тата РФ Федераци Канашĕ.

Чи лайăх муниципалитетсен йышне пирĕн республикăри районсем те кĕнĕ. Муркаш районĕ — II, Патăрьел районĕ III степень дипломсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене финансистсен Пĕтĕм Раççейри конференцийĕнче чысланă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 июня 2017
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter