Паян Китай Халăх Республикинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн потенциалĕ пирки презентаципе «Атăл-Янцзы» регионсем хушшинчи Канашăн ларăвĕнче паллаштарнă

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пыракан официаллă делегаци «Атăл-Янцзы» пĕр-пĕрин хушшинче ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатассипе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче. Палăртса хăваратпăр, сумлă делегаци йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Пысăк мероприятине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата КХР Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи йĕркелесе ертсе пыраççĕ.  Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, ĕçе пухăннисем Атăлçи тăрăхĕнче вырнаçнă регионсене пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашма тата ĕçлĕ  çыхăнусене анлăлатма палăртнă.  Янцзы  юхан шыв тăрăхĕнче вырнаçнă Китай халăхĕпе тачă çыхăну тытасси те кун йĕркинчех.

Çак кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Хубэй КХР Правительстви пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ.   Икĕ ен суту-илӳре, экономикăра, наукăпа техникăра, социаллă пайсенче пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса ĕçлеме килĕшнĕ.   

РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич  ТАСС журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май çапларах каланă: «Канаш ларăвĕн тĕп тĕллевĕ – кашни регионăн çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене тĕплен тишкерсе тухасси.  Паянхи куна илес пулсан 27 тĕрлĕ килĕшӳ алă пусса çирĕплетнĕ.  Регионсем пĕр-пĕринпе тахçантанпах тĕвĕленнĕ çыхăнусене сарассишĕн çине тăрсах ĕçлени куçкĕретех. Китай партнерĕсемпе те субъектсем социаллă пурнăçпа экономика енчен тачă çыхăнура. Килĕшӳсем туни – пысăк экономика проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳреççĕ. Çулсерен çамрăксен форумĕнче тухса тăракан хăш-пĕр ыйтусене татса пама та сахал мар пулăшу параççĕ», - тенĕ вăл.  

«Кашни проекчĕпех эпир пĕтĕмлетӳ тăватпăр. Регионсен сĕнĕвĕсене те тĕпе хурса итлеме тăрăшатпăр.  Енчен те йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем сиксе тухсан, вĕсене те çийĕнчех Китай партнерĕсемпе килĕшсе экономикăри проектсене пурнăçа кĕртме тĕллев лартатпăр.  Калăпăр – Чăваш Республикинче, Пенза облаçĕнче, Башкортостанра, Ульяновск облаçĕнче çав тери ăнăçлă проектсем пурнăçланаççĕ. Тутарстан Республикинче проектсем пĕтĕмпех палăртнă графикпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕнĕ. Нимĕнле чăрмавсемсĕрех предприятисемпе организацисем хута кайнă», - тенĕ Михаил Бабич.

Аса илтеретпĕр, Раççей-Китай регионсем хушшинчи килĕшӳ, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессипе йĕркеленĕ формат 2013-мĕш çултан  Раççей Президенчĕ  Владимир Путин хушăвĕпе йĕркеленнĕ. Тахçантанпах Раççейпе Китай хушшинчи тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусем тата та анлăланнă. «Атăл-Янцзы» регионсем хушшинчи Канашăн пĕрремĕш ларăвĕ Ульяновск облаçĕнче 2016 çулта утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ.

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  регионăн потенциалĕ пирки  презентаципе «Атăл-Янцзы» регионсем хушшинчи Канашăн ларăвĕнче паллаштарнă.

«Эпир халăхсене пĕр-пĕринпе туслă тачă çыхăнса ĕçлеччĕр тесе кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе паратпăр.  Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи çыхăнусене сарса пыратпăр.  Пĕр-пĕрин лайăх ĕç опычĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«Чăваш Республикипе   Чунцин хулин Сычуань тата Аньхой провинцийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳсене  алă пусса çирĕплетнĕ. Паян тепĕр провинципе те пуянлантăмăр, вăл Хубэй», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Чăвашсемпе Китай халăхĕсем хушшинчи Кооперациллĕ çыхăнусене анлăлатассипе кулленех ĕçлетпĕр.  Чăваш Енре агропарк хута ярасси те паллă, ĕç-пуç хĕрӳ пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Китай партнерĕсемпе регионта хими тытăмĕнче ĕçсем йĕркеленĕ. «Химпром» ПАО Дэчжоу Кемтикс Кэмикэл (Dezhou Chemtics Chemical Co) витĕмĕпе гипохлорид кальци калăпласа кăларакан производство пурнăçа кĕрет. Вĕсем çулталăкне 15 000 тонна тавар тирпейлесшĕн. Кунсăр пуçне «Химпром» ПАО Сычуань компанийĕсемпе ацетилен  тирпейлекен производство уçасси пирки калаçусем ирттерет. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, производство 2019 çулта IV кварталта хута кайĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикине Раççейре чи ăнăçлă регион, шанчăклă партнер пек пĕлнине каланă.  Республика суту-илӳ енĕпе 92 çĕршывпа тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсен шутĕнче: Китай, Белоруç, Казахстан, Германи, Итали, Швейцари, Франци, Азербайджан, Инди, Польша, Бельги тата та ытти çĕршывсем. Чăваш Республикин тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ 2016 çулта 2015 çулхинчен 3,6 процент ӳснĕ.

«Китай Республикипе те тачă ĕçлĕ çыхăнура. Кăтартусем те пысăк. Чăваш Республикипе Китай Халăх Республики хушшинчи тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ 2015 çулхинчен чылай нумай хăпарнă, 24,4 процентпа танлашать», - тенĕ регион Ертӳçи.

Китай бизнес-пĕрлешĕвĕсен представителĕсене Чăваш Республикине йыхравланă май, Михаил Игнатьев регионта предпринимательсене аталанса вăй илме пĕтĕмпех условисем çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ.  РФ 85 субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх, инвестици илĕртӳлĕхĕпе кăçал хисеплĕ иккĕмĕш вырăн тухнине каланă.

«Чăваш Республики хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан чаплă регион. Пуласлăхĕ те пысăк.   Çĕр пин тĕрлĕ условисем пурри никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кирлĕ пек мĕнпур плана яланах пурнăçа кĕртме пулать», - тенĕ вăл.

«Эпир çыхăнусене çирĕплетсе вĕçĕмсĕр тытса пыма тĕллев лартатпăр. Пĕр пек шухăшлама, ĕçлеме, пысăк тĕллевсем лартма пĕлни – пире пурсăмăра та пĕр чăмăра пухать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, Китайсен паллă философĕн сăмахĕсене аса илнĕ: «Тĕнчери  чи пысăк илем – ачана пурнăç çулне тĕллесе кăтартнă хыççăн, вăл малалла талпăнса хăюллăн утни», - тенĕ.   «Тен çавăнпа та эпир çитĕнекен ăру валли хăйсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртсе пыччĕр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшатпăр. Вĕренӳ пайĕнче, тĕрлĕ форумсенче пĕр-пĕринпе туслашма та питĕ меллĕ.  Чăваш Республикинчен пуçтарăннă çамрăксен делегацийĕ кăçалхипе тăваттăмĕш хут Китай тăрăхĕнче пулакан форумра», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Енпе Китайсен вĕренӳ учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Чăваш патшалăх университетĕнче Китайсен культурăпа наука центрĕ йĕркеленнĕ.  Информаци технологийĕсем те вăй илсе пыраççĕ. «Чăваш Енре пурăнма хăтлă, условисем чылай, тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулать. Пурсăра та республикăна йыхравлатăп, килсе курăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

Аса илтеретпĕр,  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пыракан официаллă делегаци Китай Халăх Республикинче. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин.

 Фоторепортаж



16 июня 2017
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter